АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Студент дневникĕнчен

29 января 2014 г.

Декабрĕн 1-мĕшĕ. Паян тĕлĕнмелле илемлĕ çанталăк. Чĕлтĕр-чĕлтĕр юр пĕрчисем ташла-ташла çĕре ỹкеççĕ, вăтанса пăхакан хĕвел çутинче ахах-мерчен пек йăлтăртатаççĕ. Урамран пĕрре те кĕрес килмест. Вĕренме каймалли кăна кăмăла пăсать. Юрĕ, каçхине хĕр-туссемпе уçăлма тухăпăр-ха. Халĕ вара наука "гранитне" кăшлама васкамалла.

Кăмăлăм пусăрăнчăк. Тăван ял час-часах аса килет. Хăвăртрах киле каясчĕ. Анчах вăхăт темшĕн васкамасть. Ăçта та пулин тухса кĕмеллех пуль, унсăрăн ухмаха тухма пулать. Савнă каччă çумра çукки те пăшăрхантарать. Ăçта-ши, кампа-ши вăл?

Декабрĕн 5-мĕшĕ. Юрату чуна пăлхатать, савăнтарать, йĕртет. Мĕншĕн çунтарать-ши вăл пире? Пĕр-пĕрне савакан икĕ чĕре çак çĕр çинче телейлĕ пулмалла пек те... Анчах темшĕн пĕр-пĕрне сив сăмахсем калатпăр. Чылай вăхăт калаçмасăр çỹретпĕр. Саватăп, чун-чĕререн саватăп-çке ăна. Апла пулин те кỹрентернине те каçарма пултараймастăп.

Декабрĕн 10-мĕшĕ. Паян вăл хирĕç пулсан та пĕр сăмах чĕнмесĕрех утса кайрĕ. Каялла та çаврăнса пăхасчĕ хăть! Манăн унăн ăшă ытамне лекес, калаçас килнине мĕншĕн ăнланмасть-ши? Чĕрем сиксе тухас пек тапнине те туймарĕ. Шанни, кĕтни кăлăхах пулчĕ. Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ тени тĕрĕсех-ши?

Декабрĕн 17-мĕшĕ. Вăхăт малалла шăвать. Умра _ сесси. Çанна тавăрсах вĕренмелле. Унсăрăн экзаменсене тытаймăн. "3" паллă илсен стипенди илесси пирки шухăшламалли те çук. Атте-анне паракан укçапа кăна пурăнма йывăртарах. Çамрăк чухне, юн вĕренĕ вăхăтра дискотекăсене те, театрсене те çỹрес килет. Çав вăхăтрах шукăль та тăхăнасшăн. Ĕçе вырнаçсан та аван пуль, анчах сесси вĕçленмесĕр кун пирки шухăшламалли те çук.

Декабрĕн 24-мĕшĕ. Тăван ялта сывлăшĕ те уçăрăх, сиплĕрех. Кунта ман чуншăн пурте çывăх. Умри йăмра та мана курсан тураттисемпе хавассăн сулласа илнĕн туйăнчĕ. Аттепе анне, йăмăкпа шăллăм эпĕ килнĕшĕн чунтанах хĕпĕртерĕç. Вĕсем мана ял хыпарĕсене каласа пачĕç, эпĕ хам пурнăçпа паллаштартăм. Унтан пурте пĕрле асанне патне кайса килтĕмĕр. Вăл эпĕ хăнана пынăшăн питĕ савăнчĕ, тутлă çимĕçпе сăйларĕ. Каçпа вара туссемпе клуба тухрăм.

Декабрĕн 31-мĕшĕ. Çĕнĕ çул та çитрĕ. Уява юратнă çыннăмпа кĕтсе илетпĕр тесе шухăшланăччĕ. Ĕмĕтĕм çитмерĕ. Нумай пулмасть туяннă кĕпене те тăхăнас килмест. Пушă, чунра та, чĕрере те.

Январĕн 1-мĕшĕ. Çĕнĕ çул каçне ахальтен асамлă темеççĕ çав. Ку уяв ман асăмра яланлăхах асра юлĕ. Савниçĕм каçару ыйтса кĕл чечексем парнелерĕ. Пурте халь тĕлĕкри пек туйăнать. Çĕнĕ çула савăк кăмăлпа кĕтсе илтĕмĕр. Çулталăк тăршшĕпех çапла пултăрччĕ.

Январĕн 10-мĕшĕ. Чун савни çумра пулни çунатлантарать, пурăнма хавхалантарать. Кашни каçах уçăлма çỹретпĕр, калаçатпăр. Унпа чухне чĕрере лăпкă, хама хỹтлĕхре пек туятăп.

Январĕн 25-мĕшĕ. Ура! Сесси вĕçленчĕ! Пур экзамена та "5" паллăсемпе çеç тытрăм. Ман тата тепĕр савăнăç та пур: савни мана юратнине, эпĕ уншăн чи хаклине пĕлтерчĕ, ресторана апатланма чĕнчĕ. Студентсен кунне иксĕмĕр кăна уявларăмăр. Кĕл чечексен тем пысăкăш çыххине парнелерĕ. Чĕрем савăннипе сиксе тухасла тапрĕ, унăн сасси залра ларакансене пурне те илтĕннĕн туйăнчĕ. Эпĕ çак çĕр çинче чи телейлисенчен пĕри! Аттепе анне, йăмăкпа шăллăм пур, килĕштернĕ çыннăм та юнашар!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика