05 февраля 2014 г.
КУ ЧУХНЕ автомашинăсен йышĕ ỹссе пынине пăхмасăрах "хурçă утсене" айккинчен куç хывакансем те тупăнаççĕ-мĕн. Иртнĕ эрнере район полицине 27 çулхи арçын хăйĕн çăмăл "кỹмине" вăрă-хурах илсе тарнă пирки пĕлтернĕ. Таксист ăнлантарнă тăрăх, ăна малтан пассажирпа пĕрлех вăйпа аслă çул çине илсе тухнă-мĕн. Кайран вара вĕсене антарса хăварнă та тарнă. Йĕрне çухатма шутланă курăнать...
Шырава çийĕнчех республикăри оперативлă сотрудниксем те явăçнă. Вăрласа кайнă машинăна Елчĕк районĕнче тупнă. Пуçтахсем номерне хывма та ĕлкĕрнĕ имĕш. Анчах пурпĕрех çакă вĕсене йĕрке хуралĕсенчен тарса хăтăлма май паман. 21 _ 25 çулсенчи кỹршĕсем виççĕшĕн те саваламан суд сакки çине ларма тивĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)