05 февраля 2014 г.
ÇАК кунсенче Патăрьел район сучĕ уголовлă айăплав енĕпе тимлекен инспекцинчен кĕнĕ ĕçе çĕнĕрен пăхса тухнă. Кунта РФ УКăн 158 статйин 3 пайĕн "а" пункчĕпе килĕшỹллĕн пĕр гражданина условнăй майпа икĕ çуллăха айăпланă, анчах та вăл ăна пăхăнман пирки каланă. Çавна май унăн срокне темиçе хутчен тăсма та тивнĕ. Халĕ çак пуçтахăн ĕçне район сучĕ çĕнĕрен пăхса тухнă, преступника икĕ çуллăха ирĕкрен хăтармалла тунă.
Кун пирки пире хаçат редакцине В. Елдратов председатель пĕлтерчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)