05 февраля 2014 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин çĕнĕ çул хыççăнхи пĕрремĕш ларăвĕнче чылай ĕç пăхса тухма тиврĕ. Пакунлисем ашшĕ-амăшĕ тата ачисем ячĕпе çырнă çирĕм виçĕ административлă яваплăхпа çыхăннă папка ха-тĕрленĕ. Хальхинче РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 5.35 статйин 1 пайĕпе килĕ-шỹллĕн вун пилĕк ашшĕ-амăшĕн комисси умĕнче хăйсен çылăхĕсемшĕн уçăлса калаçмах тиврĕ.
"Кавир" çине чĕннисем ытларах Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа, Шăхач, Патăрьел ял тăрăхĕсенчен. Вĕсене пурне те чун панă ачисене кирлĕ пек воспитани паманшăн, пăхманшăн, ытларах ирĕклĕ пурнăçа хăнăхтарса ỹстернĕшĕн пилĕкçĕр тенкĕрен кая мар штраф пачĕç. Тĕрĕссипе кунта ĕçĕ-пуçĕ çынна çакнашкал айăпласа бюджета укçа кĕртесси мар. Вăл укçа район хыснишĕн тинĕсри пĕр тумлам пек çеç. Сăмахĕ кунта ачана çут тĕнче кăтартнă ашшĕпе амăшĕ хăйсен йăнăшне туйса илни, ку таранччен тунă ĕçĕсемшĕн ỹкĕнни, вĕсене малашне кирлĕ пек воспитани пама шантарни пулмалла пек. Шел те, комисси ларăвне чĕнтернисенчен хăйсен айăпĕсене туйса чавсисене çыртаканнисенех тĕл пулма тивмерĕ. "Мана эсир кунта мĕн тума чĕннĕ? Калăр та мĕн калас тенине, кăларса ярăр мана",_ тет тỹрккессĕн Кивĕ Ахпỹртрен килнĕ пĕр çамрăк хĕрарăм. Çĕнĕ Ахпỹртри вăтăр çул та тултарайман икĕ ача амăшĕ вара хăйне темĕнле паттăр пекех тыткалать. "Пĕлместĕп-ха, тен кодированине каяп", _ пат татса хучĕ вăл комисси членĕсен ыйтăвĕ çине. Маларах хăйне айăпланă статйине те лайăх ас тăвать хĕрарăм: 158-мĕш. Икĕ ача амăш ячĕпе унччен ют пурлăха вăрланăшăн уголовлă ĕç пуçарнă, халĕ вара умлă-хыçлах çул çитмен ачисене кирлĕ пек пăхайманнишĕн ятарлă комиссинче намăслантараççĕ. Хĕрарăм çакна пурпĕрех чун çывăхне илменни туйăнчĕ. Айăпли вăл мар, урăххи е комиссинче ларакансем тейĕн. Çакнашкал çемьесенче пурăнакан ачисене мĕнлерех шăпа кĕтет ĕнтĕ? Енчен те ăнсăртран е ăнлансах унăн ачи преступлени туса хурсан, кам айăплă? Паллах, ун чухне те чăн малтан судра ашшĕпе амăшне ура çине тăратаççĕ.
Тепĕр тĕслĕх те пуçа вырнаçмасть. Çул çитмен арçын ача амăшĕ пур çĕртех ялта ватă кукашшĕпе пурăнать. Ниçта та вĕренмест, ĕçлемест. Çав вăхăтрах чикарккă та мăкăрлантарать-мĕн, эрех черккине те чышса ямасть-тĕр... Çакскер пĕринче хăйĕн кукашшĕпе хирĕçсе-харкашса кайнă. Укçа ыйтнă иккен апăрша ачи. Лешĕ тỹрех кăларса тыттарман курăнать. Вăт пуçланнă вара ахăрсамана! Ĕç-пуç пакунлисен аллинех çакланнă. Комисси членĕсем вăл мĕншĕн ниçта та вĕренесшĕн пулманнине ыйтсан: "Акку ямасть-вĕт...!" терĕ вăл сăмаха пат татса çеç куçĕпе амăшĕ çине кăтартса. Çак хăтланăва епле ăнланмалла тата? Кунта кам айăплă? Ачине чун панă амăшĕ мĕншĕн çав тери хисепсĕре тухнă тата вун сакăр çул тултарман ачин усаллăхĕ, курайманлăхĕ çын умне уççăн кăлармалăхах ăшра ăçтан çавăн чухлĕ пуçтарăннă-ши? Амăшĕ ăна паян та мĕн ыйтнине илсе парать, çитерет, кăмăлне тупать темелле. Хăшĕ-пĕри евĕр эрех-сăрапа та иртĕнмест. Ăçта, ăçта-ши йăнăшĕ? Пысăк та илĕртỹллĕ ача умра тăнă чухне унăн тупсăмне калама чĕлхе те çаврăнмĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ватăсем сак урлă выртнă чухнех кирлĕ пек ăс пама хушнă. Кая юлнă хыççăн вара каю çеç шăтма пултарать. Çавăнпа та çемьеллĕ пурнăç ырă-тĕкел пуласси, Турă панă ачасем мĕнле çын пулса ỹсесси никамран та мар, чăн малтан хамăртан, ашшĕ-амăшĕнчен килет
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)