АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СИВĕ çАНТАЛĂКА ПĂХМАСĂР

05 февраля 2014 г.

 Çанталăк сивĕ тăчĕ пулин те вырсарни кун Патăрьелĕнчи тĕп стадиона йĕлтĕр спортне юратакансем йышлăн пухăнчĕç. "Йĕлтĕр йĕрĕ-2014" чупăва хутшăнма кăмăл тăвакансене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Патăрьел тата Тăрăн ял тăрăхĕсен ертỹçисем А. Моисеевпа К. Михеев, "Паттăр" спортшкул директорĕ А. Краснов саламларĕç.

Ăмăртусем шăпах 12 сехетре пуçланчĕç. VIР чупăва район администраци пуçлăхĕ Н. Глуховпа пĕрле предприятипе организацисен ертỹçисем тăчĕç. Вĕсем финиша кĕнĕ хыççăн йĕлтĕр йĕрне пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенче кĕçĕн, вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем, хĕрарăмсен, арçынсен ушкăнĕсем йышăнчĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче Л. Базманкина (социаллă хỹтлĕх пайĕ), В. Краснов (общество инфратытăмĕ тата строительство пайĕ), А. Альгизов, К. Шемалакова, Д. Галкин, М. Нянин, К. Краснова, Е. Федотов, К. Каллина, А. Краснов, Э. Курякова, А. Кузьмин, О. Каллина, Р. Яраханов мала тухрĕç. "Чи çамрăк участник" ята Ю. Путякова, "Чи аслă чупуçă" номинацие Кĕçĕн Арапуçĕнчи Н. Григорьев тивĕçрĕç.

Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе тата тортсемпе хавхалантарчĕç.

Çак кун районта йĕлтĕр йĕрĕ çине 3300 ытла çын тăнă. (Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика