АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурссене хутшăнса

05 февраля 2014 г.

 Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем темиçе çул умлă хыçлах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулаççĕ. Ăслă-тăнлă, пултаруллă, пуçаруллă ачасем çитĕнтерессинче учительсен тăрăшуллă ĕçĕ курăнать. Акă вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентекен Л. Басова çитĕнекен ăрупа урок хыççăн та сахал мар ĕçлет. Вăл вĕренекенсене чылай конкурса явăçтарать. Лидия Николаевна воспитанникĕсем 2013-2014 вĕренỹ çулĕнче те районта, республикăра, тулашра палăрма ĕлкĕрчĕç. Раççей шайĕнчи дистанциллĕ "Пурте юратакан учитель" сочиненисен конкурсĕнче К. Убаськинапа О. Туптова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. "Çулла" тата "Манăн 4 ураллă туссем" тупăшусенче М. Дубинина, И. Никифоров каллех виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Çавăн пекех К. Ивановапа Д. Волкован курăмлă ỹсĕмĕсем те савăнтараççĕ.

Республика шайĕнче вара Р. Сулагаев "Эпĕ тата суйлав" ăсталăх конкурсĕнче хăйĕн шухăшĕсене уççăн палăртрĕ. С. Кадушкин коррупцине хирĕçлекен эссе çырчĕ. К. Никифорова Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ 20 çул тултарнă май викторина ыйтăвĕсене тĕрĕс хуравларĕ.

Районти тупăшусенче çĕнтерес тесен те тăрăшулăх кирлех. К. Иванова "Янăравлă сăмах" конкурса çулленех хутшăнать. Кăçал пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. К. Никифорова сиенлĕ йăласене сивлекен рекламăллă сăвăсене пуринчен ăста çырчĕ.

Н. КОШЕЛЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика