05 февраля 2014 г.
Вăрăм çула тухиччен чиркĕве кĕрсе çурта çутать вăл. Чипер-йĕркеллĕ çаврăнса килесчĕ, хĕрĕме ура çине тăратасчĕ тесе кĕл тăвать. Кама шанăн ĕнтĕ? Икĕ çул каялла мăшăрне пытарчĕ. Хĕрĕ кăçал шкултан вĕренсе тухать. Малашне укçа тата ытларах кирлĕ пулĕ. Ирĕксĕрех инçе çула тухма тивет. Чĕлхе вĕçне вара ялан тенĕ пек çак сăмахсем килеççĕ:
Палан пăхма пит чипер,
Çиме тăрсан _ пит йỹçĕ.
Мускав ячĕ пит аван,
Кайма тăрсан _ пит йывăр. Йывăр çав.
Урамалла тухакан пилĕк чỹречи унчченхилле йăлтăр çутăпа кĕтсе илсе ăсатса ямасть. Амăшĕпе пĕрле килĕнчен тухакан хĕрĕ унăн аппăшĕ патне çул тытать. Çурт каллех тăлăххăн тĕмсĕлсе юлать.
_ Ĕмĕр çул çỹресех иртет ĕнтĕ. Икĕ эрне _ Мускавра, икĕ эрне _ Йĕпреçре, _ хаш сывлать тахçан университетра пĕрле вĕреннĕ тантăшăм. Эльвира Мускава çỹреме пуçлани 7-8 çула кайрĕ. Кафесем тытса тăракан çын патĕнче ĕçлет. Вĕсем апат-çимĕç хатĕрлеççĕ те ăна савăт-сапана тултарса кафене ăсатаççĕ. Хăйĕнпе пĕрле ĕçлекенсенчен аслăраххи вăл _ бригадир. Иртен пуçласа каçчен ура çинче. 15 кунра 30 пин тенке яхăн тухать. Уйăхĕпе ĕçлесен _ 45. Тара илнĕ пỹлĕмре сакăр чăваш хĕрарăмĕ пурăнать. Пỹлĕмшĕн уйăхсерен 2,5 пин тенкĕ тỹлемелле. Кашнин.
_ Хамăр патра 30-40 пин тенкĕ ĕçлесе илме май пулсанах каймăттăм та Мускава... Анчах урăхла май çук. Мускав пурнăçа тытса тăма пулăшать. Тепĕр чух çак хула пулмасан ăçта кайăттăм-ши тесе те шухăшлатăп. Пĕтĕмпех хамăн тумалла-çке. Иртнинче килсен, ав, хỹме вырăнне тимĕр листа çапса хăвартăм. Ку хутĕнче пỹртре обой çыпăçтартăмăр. Хам çук чухне чăх-чĕпе аппа пăхса тăрать. Ир пулать те каç пулать _ пĕр савăнăç та курăнмасть.
Тантăшăма тем пек лăплантарас килет те _ сăмахăм тупăнмасть. Ара, хамăн та мухтанмаллиех çук. Шалуран шалăва кăна пурăнатпăр-çке. Укçа алла кĕнĕ-кĕмен йăпăш тухса каять: хваттершĕн, шкулшăн, ача сачĕшĕн, çул укçи... Çăкăр илнĕ чух та куç йỹнĕреххине шырать. Малтанах ватă çынсем кашни пуса шутлаççĕ пулĕ тесеттĕм...
Пĕрмаях укçа ỹстермелли çинчен калаçаççĕ. Ỹс-тереççĕ те. Статистика тăрăх _ пирĕн республикăра та вăтам ĕç укçи 20 пин тенке яхăн. Анчах камсем илеççĕ-ши ăна? Иртнĕ кĕркунне Раççей депутачĕсен ĕç укçине 254 пин тенке çитерчĕç. Кăçал та ỹстермелле _ 450 пин тенке çитермелле теççĕ. Эпир вара çулталăк ĕçлесен те депутатсен пĕлтĕрхи пĕр уйăх укçине те илейместпĕр.
Укçапа çул çăмăл. Укçасăр мĕн курмалла. Çĕнĕ çул умĕн Маринăпа Владимир Сергеевсем кредит илсе 2,5 млн тенкĕлĕх хваттер туянчĕç. Пур укçине, амăшĕн капиталне тỹрех кредита саплаштарма ячĕç. Парăм тата икĕ миллион юлчĕ. Çирĕм çулта тỹлесе татмаллаччĕ ăна. Владимир хăй ракпа чирлине тĕлĕкре те тĕлленмен. Уйăх çурăра "çунса кайрĕ" унăн кун-çулĕ. Тăлăха юлнă икĕ ывăл ачине хурлăх пусасран тупăк урлă каçарчĕç. Пĕри _ вуннăра, тепри _ виççĕре. Пĕр каçра тенĕ пек шуралса ларчĕ вăтăр пиллĕкри хĕрарăм. Çирĕп шухăш тытрĕ вăл: хĕрĕх кунне асăнса ирттерсенех Мускава тухса каймалла. Малтанласа ачисене амăшĕпе хăварĕ. Каярах, ĕçе вырнаçса майлашăнсан, вĕсене хăй патне куçарĕ. Унччен болницăра пĕрле ĕçленĕ хĕр-тусĕ _ уйрăм заведующинче тăрăшнăскер _ çине тăрса чĕнни уншăн çăлăнăç вырăннех пулчĕ. Тантăшĕ уйăхне 180 пин тенкĕ таран ĕçлесе илет иккен. Çулталăкра Шупашкарта пĕр пỹлĕмлĕ хваттер туянмалăх укçа пухнă. Хăйне Чăваш Енрен маларах пăрахса кайманшăн ỹпкелет. Марина мĕнрен кая? Медуниверситетран "хĕрлĕ" дипломпа вĕренсе тухнă. Хăй ĕçне лайăх пĕлекен специалист _ паталогоанатом. Стажĕ çителĕклĕ. Кредитпа татăлма Мускав çеç пулăшĕ...
Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче Мускава, Санкт-Петербурга, Хусана ĕçлеме çỹрекен арçынсене яла таврăнмалли, "ар-çын профессийĕ" теме хăнăхнă ĕç вырăнĕсем йĕр-келемелли, кил хуçин çемьере пурăнмалли çинчен каланăччĕ. Нумай тăрăшма тивĕ ку тĕлĕшпе. Хальлĕхе вара... Ял хуçалăхĕнче тăрмашакан тем пек лайăх ĕçлесен те вунă пин тенкĕрен ытла илеймест-çке. Арсем кăна мар, хĕрарăмсем те ушкăнĕ-ушкăнĕпе тухса каяççĕ. Чашăк-тирĕк çăваççĕ-и унта, чăх какайне тирпейлеççĕ-и е теплицăра тăрмашаççĕ-и _ алла курттăммăн 30-40 пин тенкĕ илсен савăнмаллипех савăнаççĕ. Общежитире 8 е 16 пурăнни те, килшĕн, ачасемшĕн тунсăхласа çитни те самантлăха манăçать. Тепĕр уйăх пурăнмалăх, кредита саплаштармалăх е аслă шкулта вĕренекен ачашăн тỹлеме укçа пурри хăват хушать. Каллех вăрăм çула пуçтарăнма хистет... Питĕрпе Мускав, ай, хушшинче Ылтăнпа кĕмĕл, ай, вылянать...
Е. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)