АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂСТА ВЫЛЯКАНСЕМ ЧЫЛАЙ

05 февраля 2014 г.

"Паттăр" физкультурăпа спорт шкулĕнче спартакиада шайĕпе килĕшỹллĕн шахматла вылякансен ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта 15 команда хутшăнчĕ. Тĕп шкулсем хушшинчи тупăшура Первомайскинчи В. Шагулов, А. Савинов, М. Пыркина (тренерĕ М. Романов) малти вырăна тухрĕç. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул чысĕшĕн В. Ялуков, Б. Шестаков, И. Мочалова (тренерĕ С. Кальметов) вылярĕç. Вĕсен команди иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшне Тутар Сăкăтĕнчи Д. Гайнуллина, К. Сагадетдинова, Ч. Сабитова (И. Козлов) йышăнчĕç.

Вăтам шкул командисен шайĕнче вара каллех Первомайскисем _ А. Казеев, Ю. Андреев, Н. Романова, Патăрьелсем _ М. Сагунев, Т. Филиппов, С. Ракова малти вырăнсенче пулчĕç. Виççĕмĕшне Туçари вăтам шкула çỹрекен _ Р. Табаков, Р. Сафин, Д. Салеева (тренерĕ В. Козлов) тухрĕç.

Харкам хăйшĕн выляса хĕрачасем хушшинче Первомайскинчи Н. Романова пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи С. Ракова иккĕмĕш, Туçари Д. Салеева виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Арçын ачасенчен пьедестал çине Первомайскинчи А. Казеев, Ыхра Çырминчи А. Харитонов, Тутар Сăкăтĕнчи И. Хакимов хăпарчĕç.

А. АФАНАСЬЕВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика