АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçеллĕ тытмалла

05 февраля 2014 г.

Инфекци ересрен сыхланса вăрлăха вăл е ку шĕвеке чикетпĕр, анчах унта мĕн чухлĕ тытмалла-ши ăна? Калăпăр, марганцовка шывĕнче. Специалистсем хутаçа чикнĕ селдерей, сухан, помидор, физалис, салат, редис, куккурус, шалча пăрçи, пăрçа вăрлăхне кĕрен тĕслĕ шывра 40-45 минут тытма сĕнеççĕ. Пăрăç, баклажан, купăста, пастернак, кишĕр, укроп, кавăн вăррине _ 20 минут. Кайран вăрлăха хутаççипех юхса тăракан шыв айĕнче çумалла.

Аптекăра сутакан водород перекиçĕн хăвачĕ кăшт йăвашрах, çавăнпа ỹсен-тăран вăррине унта 10-12 сехете яхăн тытмалла, кайран тăрă шывпа чỹхемелле.

Бор йỹçекĕ. Кишĕр, помидор, сухан, кăшман вăррине 2 г бор йỹçекĕ (борная кислота) ирĕлтернĕ 10 л шыва ярса пĕр талăк тытмалла. Купăста, хăяр, кабачок вăррине _ 12 сехет.

Виçĕ меслечĕ те вăрлăха сиенлĕ япаласенчен тасатнисĕр пуçне микроэлементсемпе пуянлатма пулăшĕ.

Асăрхаттарни: хальхи вăхăтра вăрлăха тỹрех им-çамласа сутма тăрăшаççĕ. Чир-чĕртен хỹтĕлекен, апатлантаракан хими хатĕрĕсемпе витнĕскерсем тĕрлĕ тĕслĕ курăнаççĕ. Унашкаллине шỹтерме юрамасть. Уссинчен ытларах сиенĕ пулĕ. Çавăнпа вăрлăха акиччен чĕркемĕ çине мĕн çырнине лайăх вуламалла. Хатĕр вăрлăха типĕлле акмалла.

М. НИКАНДРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика