05 февраля 2014 г.
Иккĕмĕш çул ĕнтĕ калчана çăмарта хуппи ăшĕнче çитĕнтеретĕп. Малтанах хатĕрлесе хуратăп ăна: тăррине асăрханса вататăп, варрине юхтарса илнĕ хыççăн лайăх çуса типĕтетĕп. Çăмарта хумалли калăпăша хуратăп, капла вăл куçарса лартичченех лайăх тăрать. Вăрлăх акмалли тăприне те малтанах хатĕрлетĕп: чир-чĕр ересрен марганцовка шывĕпе шăваратăп.
Вăрлăх акма вăхăт çитсен пир хутаçа чикнĕ вăрлăха 3 сехетлĕхе кĕл шывĕнче тытатăп (çур литр шыва 2 кашăк кĕл ярса пĕр талăк лартатăп, кайран вăрлăха унта 3-4 сехетлĕхе яратăп). Тăпрана çăмарта хуппи ăшне чей кашăкĕпе тултаратăп, тĕпне хулăн йĕппе чиксе темиçе çĕртен шăтаратăп. Кашни çăмартана 2-3 вăрлăх хуратăп. Унтан вĕсене пленкăпа витсе ăшă вырăна лартатăп. Çуркунне калчана "савăчĕпех" (паллах, лартас умĕн хуппине ватмалла) пахчана куçаратăп. Çăмарта хуппинче помидор та, хăяр та, пăрăç та çитĕнтерме пулать. Вăл калчашăн удобрени вырăнне те пулĕ, упа нăрринчен те (медведка) хăтарĕ.
Ю. МИХАЙЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)