08 февраля 2014 г.
1931 ÇУЛХИ нарăсăн 8-мĕшĕнче кун çути курнă çынсем паян шăп та лăп сакăрвун виçĕ çул тултараççĕ. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн та çак кунхинех менельникĕ. Вăл та шур сухалсен йышне кĕнĕ темелле. 83 çул каялла "Паянхи сас" ятпа пĕрремĕш хут Патăрьел тăрăхĕнче кун çути курнă вăл. "Чун апачĕн" творчество каçалăкĕнче мĕн чухлĕ журналист пиçсе тухман-ши!
Хальхи вăхăтра унăн вĕренекенĕсем республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче те чылайăн ĕçлеççĕ. Хаçатăн çуралнă кунĕ унта ĕçлекенсен савăнăçĕ çеç мар, кашни çĕнĕ кăларăмне алла тытса вулакансен хĕпĕртĕвĕ те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)