08 февраля 2014 г.
НАРĂСĂН 6-мĕшĕнче кăнтăрла умĕн Хурама Тварта пысăк хуйхă пулнă. Пушарта Алексеевсен киле хăйсем тĕллĕн çеç юлнă виçĕ тата тăватă çулсенчи хĕрачисем çунса вилнĕ. Инкек сăлтавĕ хальлĕхе уçăмлах мар-ха. Пушар надзорĕпе кирлĕ органсем хальхи вăхăтра çак ĕçпе тимлеççĕ.
Раççей чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ ашшĕ-амăшне пĕчĕк ачасене пĕччен хăвармалла марри пирки тепĕр хут асăрхаттарать. Çăмăлттайлăх çакнашкал синкерлĕ вĕçленме те пултарать
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)