АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хастарлă хаçат "Авангард" (райхаçат гимнĕ _ мухтав юрри)

08 февраля 2014 г.

Сăвви Леонид Лялькинпа Галка Ваçлейĕн.

Кĕвви Игорь Медведевăн.

 

Çĕр-шывра çĕкленсен

тус-тăванлăх,

Çĕн йĕрке вăй илсен вашават,

"Паянхи сас" ятпа эс çуралтăн,

Чăн хастарлă хаçат "Авангард".

 

Хушса юрламалли:

Кăмăлтан вуласа савăнатпăр,

Эс çĕклетĕн чунра пархатар.

Хисеплетпĕр сана, пуç таятпăр,

Чи хастарлă хаçат "Авангард".

Чи хĕрỹ тапхăрта чăмăртантăн,

Ху вăйна туптаса пичетре,

Ял çыннин сăнарне эс çутатрăн

Кулленхи пултаруллă ĕçре.

 

Хушса юрламалли:

 

Халăха çĕнĕ шанчăк паратăн,

Сан кун-çул _ çĕр-шыв панă хăват.

Паянхи пурнăçпа тан утатăн,

Яланах пул малта "Авангард".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика