АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкула пухăнма хавас

08 февраля 2014 г.

Анне хатĕрлесе панă пысăк чечек çыххине йăтса пĕрремĕш класа кайни асрах-ха. Сисмерĕмĕр те, тăван шкулпа сыв пуллашса кам ăçта ăс пухса тĕрлĕ ĕçе кỹлĕнтĕмĕр. Кашнин хăйĕн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, çемйи, пурнăçĕ. Анчах та ачалăх, шкулта вĕреннĕ самантсем асран тухмаççĕ. Еплерех хаваслă, интереслĕ, шăв-шавлă иртрĕç вĕсем. Пĕрремĕш вĕрентекен, малтанхи урок, çитĕнỹсем... Тен хăшĕ-пĕри савнине те кунтах тупнă пулĕ.

Темиçе çул тантăшсемпе, хамăра ăс панă вĕрентекенсемпе курнăçманран, яланах мар пулин те вĕсене кашниех куç умне кăларать. Вĕреннĕ вăхăтра сăнланă ỹкерчĕксене алла илсен пушшех те чĕрене тунсăх пусать. Еплерех кулăшла пулнă вĕт-ха эпир! Эх, тĕл пуласчĕ пĕрле вĕреннĕскерсене тепĕр хутчен _ шухăшлать çак самантра пиртен кашнийĕшĕ.

Туçари вăтам шкулта ăс пухнисем çак енĕпе чăннипех те телейлисем. Кунта вăй хуракансем çулленех хăйсен "чĕпписене" тăван "йăвана" йыхравлаççĕ. 10, 20, 30, 40... тата каярах шкулпа сыв пуллашнисене е умлă-хыçлă вĕренỹ çуртĕнчен пĕлỹ илсе тухнисене хăйсен кĕрекине чĕнеççĕ. Хальхинче вара 1991-2000 çулсенче аттестат илнисене хапăл турĕç. Ытти выпускниксем те çухалса каймарĕç, пĕр-пĕринпе канашласа тăван шкула пуçтарăнчĕç.

Уява вара кашнийĕнчех тĕрлĕрен ирттерме тăрăшаççĕ. Хальхинче ăна телекăларăм евĕрлĕ калăпларĕç. Пухăннисене Е. Плешков тата И. Захарова ертỹçĕсем пурне те "сенкер экран" умне йыхравларĕç. О. Табакова (вĕ-рентекен) корреспондент асăннă шкултан вĕренсе тухнă выпускниксенчен интервьюсем илчĕ.

Уяв концертне 10 класра пĕлỹ пухакансем "Одноклассники" юрăпа уçрĕç. Сцена çине тĕрлĕ професси илнĕ тантăшсем тухни пурне те пăлхантарчĕ.

Реклама вăхăтĕнче шкул директорĕ П. Шашкин кĕскен паянхи çитĕнỹсемпе тата малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕлỹ çурчĕ чăннипех те матур вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе пуян. Алла аттестат илнĕ яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ çĕрте хăйсене килĕшекен вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухаççĕ, ĕçлеççĕ, тăрăшулăхĕпе палăраççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсем пурне те савăнтараççĕ. Хуçисем кăмăллăран килсе çỹреме те аван.

Чĕререн тухакан сăмахсем кашнийĕшĕнех пур. Юратнă вĕрентекенĕсене саламлакансем те йышлăн пулчĕç. 1992, 1969, 1991, 1997, 1974 çулсенче вĕренсе тухнă выпускниксем тата шкулпа яланах туслă çыхăну тытакан А. Салмина укçан пулăшу кỹчĕç. Г. Коннов ăшă вентиляторĕ, В. Михайлова (Коннова) волейбол, баскетбол, футбол мечĕкĕсем парса савăнтарчĕç.

Шкулта ĕçлекенсем яваплăха туйса тăрăшаççĕ, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе пыраççĕ, хăйсен умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлаççĕ, вĕренекенсене пысăк тавра курăмлă пулма, йывăрлăхсене парăнтарма, хастар çын пулма хавхалантарса пыраççĕ.

Паллах, çак ĕçсене пурнăçлама выпускниксем те сахал мар тăрăшаççĕ. Çак шкултан вĕренсе тухнă Тутар Тимешĕнчи хастарсем Г. Гисметдиновпа Д. Зиатдинов тренажер залне тĕпрен юсама пулăшрĕç. Н. Шашкин, М. Телегин, М. Табакова, С. Михайлов, Г. Рубцов выпускниксем те _ шкулăн чи хастар пулăшуçисем. "Пĕч-чен суран типсех пырать, халăх сурать кỹлĕ пулать", тенĕ. Пурте пĕрле чухне пур йывăрлăха та çĕнтерме çăмăл.

А. КУЗНЕЦОВА, библиотекарь

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика