08 февраля 2014 г.
Январĕн 29-мĕшĕнче нумайăшĕ тĕлĕнмелле çут çанталăк пулăмне курса киленчĕ. Уяр та сивĕ 28-30 градуслă çанталăкра 9 сехетпе 10 сехет хушшинче пĕлĕт çине куçа шартаракан виçĕ хĕвеллĕ асамат кĕперĕ тухса тăчĕ. Турра ĕненекенсем çакна виçĕ сăнлă, виç ипостаçлă Турă (Атте Турă, ывăл Турă, Святой Сывлăш), Турă хăвачĕ, Унăн ырлăхĕ, Унăн палли тесе йышăнаççĕ. Çакна, чăнах та, ĕненмесĕр тăма май çук. Мĕншĕн тесен хĕвел хăй те виçĕ пайран тăрать: çаврашки, çутти тата ăшши. Апла тăк, Турă хăвачĕ малашне те пире пăхса усратăр.
Л. ЛЯЛЬКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)