08 февраля 2014 г.
Республикăри шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăх управленийĕн инспекцийĕ водительсемпе çуран çỹрекенсен çул çинчи культура шайне ỹстерес, аварисен шутне чакарас тĕллевпе час-часах тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕсем йĕркелет. Çакнашкал яваплă кунсем пирĕн районта та иртеççĕ.
Çак уйăхра, сăмахран, çăмăл автомашинăпа пассажирсене илсе çỹрекен таксистсем административлă право йĕркине епле пăхăннине тĕрĕслемелли тапхăр пулĕ. Пассажирсене тата тĕрлĕрен йывăр япалана турттаракан суя, ултавлă, ирĕк илмесĕр çỹрекен "таксистсем" пирĕн районта та чылай. Вĕсене РФ КоАПăн 12.3 статйин 2.1 пайĕпе килĕ-шỹллĕн явап тыттараççĕ. Вăл çеç те мар. Енчен те "таксист" саккунсăр майпа хăйĕн автомашини çине такси пулнине ĕнентерекен тĕрлĕрен çутатакан фонарь е схема паллине вырнаçтарни те административлă йĕркене пăсниех пулать. Урăхла каласан, хăй пайтишĕн çеç унталла та кунталла хăваласа çỹрекен бомбилăсен çак уйăхра çеç мар, çулталăк тăрăшшĕпех саккунсенчен шикленсе çỹреме тивĕ.
А. ПЕТРОВ, районти ГИБДД начальникĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)