08 февраля 2014 г.
2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пенсин çĕнĕ формули вăя кĕрет теççĕ. Унпа килĕшỹллĕн ĕçлемен хăш тапхăрсене стажа кĕртеççĕ-ши?
Е. ИВАНОВА. Патăрьел.
Ыйту çине районти пенси фончĕн пуçлăхĕн çумĕ И. Кузнецова хуравлать:
Çĕнĕ йĕркепе стажа çын пурнăçĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ çак тапхăрсене кĕртеççĕ:
çар хĕсметĕнче е Раççей Федерацийĕн "Çар, çарти ĕçсен органĕсенче, патшалăхăн пушара хирĕç кĕрешекен органĕсенче, наркотик хатĕрĕсемпе психотроплă япаласен çаврăнăшне контроллекен органсенче службăра пулнă çынсене тата вĕсен çемйисене пенсипе тивĕçтересси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн çар хĕсметĕнче, çавăн пекех унпа танлаштарнă ытти службра пулнă тапхăр,
вăй питти çын пĕрремĕш ушкăн инвалидне, сусăр ачана е 80 çула çитнĕ ватта пăхса усранă тапхăр,
вăхăтлăх ĕçлейми пулнипе обязательнăй социаллă страховани тăрăх пособи илсе тăнă тапхăр,
ашшĕ-амăшĕнчен пĕри кашни ачана 1,5 çула çитиччен пăхнă тапхăр, анчах 4,5 çултан мала мар,
ĕçсĕрлĕх пособине илсе тăнă, обществăн тỹлевлĕ ĕçĕсене хутшăннă тата ĕçе вырнаçмашкăн тепĕр вырăна е халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби янипе çĕнĕ çĕре кайнă тапхăр,
çынна тĕрĕс мар айăпланипе уголовлă майпа явап тыттарса тĕрмене хупнă, сăлтавсăр репрессилесе каярахпа таса ята тавăрнă тата çав граждансене ирĕкрен хăтарнă тата ссылкăра лартнă тапхăр,
контракт мелĕпе çар службине янă çыннăн мăшăрĕ упăшкипе пĕрле кайнă вырăнта май çуккипе ĕçе вырнаçаймасăр пурăннă тапхăр (анчах 5 çултан мала мар),
дипломатсемпе консулсен мăшăрĕсем чикĕ леш енче пурăннă тапхăр (анчах 5 çултан мала мар).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)