18 февраля 2014 г.
Районта çамрăксен информаци кунне кашни уйăхрах ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Хальхинче яш-кĕрĕм "Пултаруллă çамрăксене малалла аталанмалли майсем" ыйтупа "çавра сĕтел" тавра пуçтарăнчĕ. Кунта Вĕрентỹ пайĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен центр директорĕ А. Адикина патшалăх çамрăксене паракан пулăшусем пирки ăнлантарса пачĕ.
Кăçал районти пултаруллă 25 хĕрпе каччă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçрĕ. Çавăн пекех район администраци пуçлăхĕ те 5 вĕренекене стипендипе хавхалантарать.
Кайран "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне пуçтарăнчĕç. Первомайски, Çĕньял, Сăкăт, Шăнкăртам, Тутар Сăкăт, Ыхра Çырми ял тăрăхĕсенчи, вĕрентỹ пайĕнчи çамрăксен канашĕсем, çамрăксен парламенчĕ, çамрăксен правительстви спорт вăййисене хутшăнчĕç. Яш-кĕрĕм хушшинче спорт тата физкультура енĕпе вăй хуракан А. Калькин ăмăртусем йĕркелерĕ. Хĕрсемпе каччăсем Хĕллехи XXII олимпиадăна халалласа юр çинче тĕрлĕ ỹкерчĕксем турĕç, йĕлтĕрпе чупассипе, çунапа ярăнассипе ăмăртрĕç.
Хĕрỹ тупăшу хыççăн Первомайскисемпе Çĕньялсем _ 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Шăнкăртамсем _ 2, Сăкăтсем 1-мĕш çĕнсе илчĕç.
А. АНТОНОВА, çамрăксемпе ĕçлекен специалист
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)