16 января 2013 г.
Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов январĕн 11-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатора тата Тутар Сăкăтĕнчи шкул çуртне тăвас ĕç мĕнлерех пынипе паллашнă.
Пĕрремĕш объекта кăçалхи сентябрьте хута яма палăртнă. Паяна виçĕ хутлă çурта купаласа пĕтернĕпе пĕрех.
Тутар Сăкăтĕнчи икĕ хутлă пĕлÿ керменĕ раштав уйăхĕнче ачасене йышăнмалла. Ăна никĕс ярса хăпартма пикеннĕ ĕнтĕ. Уйрăм вырнаçнă гаражпа котельнăй тăррисене витме пуçланă. Инкек-синкекрен сыхланса пулас вĕрентÿ учрежденине картапа тытса çавăрнă.
Николай Иванович паллашса çÿренĕ май асăннă объектсене тăвакан организацисен ертÿçисемпе З. Халитовпа (“ТПК “Шыгырданы”) тата Р. Абдулвалеевпа (“Булат” ООО) канашлу та ирттернĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ ĕçе графикпа килĕшÿллĕн пурнăçламаллине, пахалăх тата хăрушсăрлăх пирки асра тытмаллине тепĕр хут аса илтернĕ.
(Хамăр корр.)