15 февраля 2014 г.
Республикăра физкультурăпа ирттернĕ олимпиадăра виçĕ енлĕ тĕрĕслев пулчĕ: теорине пĕлмелле, акробатика кăтартмалла тата баскетболла вылямалла. Район чысне хỹтĕлекенсем тăрăшулăх кăтартрĕç. Аслă Чементи 10 класра вĕренекен Л. Антонова, А. Кадушкин тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çỹрекен Н. Терентьевпа Р. Умерова призерсен шутне кĕчĕç.
Ачасен çитĕнĕвĕнче Ю. Краснов, В. Падисов, В. Солдатов, П. Никитин физкультура учителĕсен тỹпи те пур.
И. ТЕРЕНТЬЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)