АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăçанччен кĕтмелле-ши?

15 февраля 2014 г.

 Эпĕ темиçе çул киле телефон кĕртес пирки Патăрьелне утатăп. Заявленине те виçĕ хутчен çыртăм. Çак ыйтупа тимлекен ертỹçĕ патне иккĕ кĕтĕм. Усси çавах пулмарĕ. Аптранă кăвакал шыва кутăн чăмнă тенĕ евĕр республикăри "Хресчен сасси" редакцине пулăшма ыйтса çырса ятăм. Вăхăт нумай иртмерĕ. Хаçатра яваплă çыннăн хуравĕ пичетленчĕ: "Телефонсăр хăвармастпăр, кĕртсе паратпăр". Каллех Патăрьелне çул тытрăм. Ертỹçĕ пỹлĕмĕнче мана тимлĕн итлерĕç. Анчах ыйтăва пурпĕрех татса параймарĕç. "Хресчен сассине" панă хурав мĕншĕн пурнăçа кĕмест-ши? Тен "Авангард" хаçат пулăшĕ?

В. ШЕРНЯЕВ. Пỹртлĕ ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика