16 января 2013 г.
Каншел ялĕнче çуралса ÿснĕ Иван Иванов вунă çул ĕнтĕ Шупашкар районĕнчи Шалти ĕçсен пайĕнче патруль службинче вăй хурать. 2012 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа вăл Чечен республикинче командировкăра пулса террора хирĕçле операцисене хутшăннă. Ултă уйăх Кавказ тăвĕсем çинче çÿренĕ хыççăн Çĕнĕ çул тĕлне çул-йĕр полицейскийĕ Тăван çĕр-шыва таврăннă. Пушă алăпа та мар тата – ашшĕ-амăшне савăнтарма Раççей Шалти ĕçсен министерствин Вăхăтлăх оперативлă группировкипе подразделенисен ертÿлĕхĕнчен Тав çырăвĕ илсе килнĕ.
“Александр Ильич тата Мария Лавровна! Сирĕн ывăлăр, Иван Александрович Иванов полицин аслă сержанчĕ, ППСПăн уйрăм взвод полицейскийĕ, командировкăра хăйĕн професси ăсталăхне, тÿрĕ чунлă, хăюллă пулнине, татăклă йышăну тума пĕлнине кăтартрĕ. Хăйне евĕрлĕ условисенче служба тивĕçне мĕнле пурнăçламаллине пĕлсе палăртать, ырă пуçарусем кăтартать, сывлăхшăн тата пурнăçшăн хăрушă вăхăтсенче шаннă ĕçе яваплăха туйса тăвать. Служба тивĕçне чунтан парăннăран вăл темиçе хутчен те мухтав сăмахĕсене илтме пултарчĕ.
Сире çакăн пек ывăл пăхса ÿстернĕшĕн, тивĕçлĕ воспитани панăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр,” – тенĕ унта С. А. Крохин полици полковникĕ. Сăмах май, Иван Иванов Чечен республикинче унччен те икĕ хутчен çуршар çул командировкăра пулнă.
(Хамăр корр.)