АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Куç курманнисем мар, вĕсене асăрхаманнисем суккăр"

15 февраля 2014 г.

Районти куç курманнисен обществин председателĕ В. Сидоров çак сăмахсене чун-чĕререн пăшăрханса каларĕ. Вунă çул каялла ăнсăртран хăрах куçлă пулса юлнă вăй питти арçын хăйне ыттисенчен катăк туймасть: сыввисемпе танах ĕçлет, савăнать, юрлать-ташлать. Çут тĕнчене те курать, пушă вăхăтра хурт-хăмăрпа тăрмашать...

Обществăн (кунта Патăрьел тата Шăмăршă районĕсем кĕреççĕ) 145 çынтан 44-шĕ _ пĕрремĕш ушкăн инваличĕсем. Вĕсем çын пулăшăвĕсĕр кил-тĕрешрен аякка тухса çỹреймеççĕ, ĕçе явăçаймаççĕ. Ун вырăнне куç курманнисем пурне те хăйсен пысăк чĕрипе туяççĕ: ыррине те, усаллине те... Именсе те вăтанса хăйсен çитменлĕхне ытларах чухне хура куçлăхпа карма тăрăшакансен чун пăшăрханăвне вара пĕр хăйсем çеç пĕлеççĕ.

Валерий Васильевичпа куç курманнисен районти организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçу пуçариччен студент вăхăтĕнче Шупашкарта суккăрсем патĕнче çулталăка яхăн хваттерте пурăнни аса килчĕ. Мăнтарăнсем мĕн ачаранах кун çутипе те, хĕвел шевлипе те, асамат кĕперĕн тĕсĕпе те киленеймен. Çаплах ỹссе çитĕннĕ, пĕр-пĕрне куçран пăхса саваймасăрах мăшăрланнă, çемье çавăрнă. Чи пахи _ йывăрлăхсене парăнтарса ача та çуратса ỹстернĕ! Телее, ывăлĕ питĕ чипер те матурччĕ. "Пурнăç паттăрĕсем!" тенĕччĕ эпĕ вĕсем пирки ун чухнех. Общество председателĕпе калаçу пуçарнă чухне çак шухăша тепĕр хут çирĕплетрĕм.

_ Пирĕн тĕп тĕллев _ куç курманнисене халăх хушшинче хăйсене ыттисемпе юнашарах туйтарасси. Вĕсем çитменлĕхне манса кайса сывă çынсем пекех ĕçлеччĕр, савăнччĕр. Спорт вăййисенче те тупăшччăр,_ пуçларĕ вăл хăйĕн калаçăвне архиври сăн ỹкерчĕксемпе паллаштарнă май. Ун хыççăн кăштах общество историне аса илчĕ. Республикăра куç курманнисен пĕрлешĕвне иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенчех туса хунă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вара вăл утмăлмĕш çулсенче йĕркеленсе кайнă. Унăн пĕрремĕш ертỹçи Каншел çынни М. Егрунов пулнă. Ун хыç-çăн В. Еремеев, П. Портнов, Р. Чебенов, Г. Бакашин, М. Рахматуллин, Н. Козлов, И. Чернов, И. Киргизов, Г. Бакашин тепĕр хут, А. Углев, П. Семенов, И. Глухов, А. Луценко çак "лава" туртнă. Д. Цветкова, В. Мышина, Л. Антипова вара вăхăтĕнче секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă. Хальхи вăхăтра çак яваплăха вун пĕрмĕш çул ĕнтĕ Л. Макарова пурнăçлать. Любовь Александровна çамрăклах сусăррисен "çемйине" çакланнăран паян хăйне вĕсен амăшĕ пекех туять. Обществăра тăракан кашни член уншăн çывăх. Уйрăмах ăна суккăр е питĕ япăх куракан ачасен шăпи пăшăрхантарать. Паян вĕсем организацинче вун пĕрĕн шутланаççĕ. Красномайскинчи пĕр чиперкке Диана Гурцкая пекех сĕм суккăр çуралнă-мĕн. Паллă юрăç калаçма вĕреннĕ хыççăнах юрлама хăнăхнă. Çак хĕрача вара çамрăкранах купăс сассине чун çывăхне илнĕ, вăй-хăват çитернипе сасă тăрăх аккомпониатора вĕреннĕ. Районти куç курманнисен обществи тăрăшнипе ăна нумай пулмасть патшалăх хваттер парнеленĕ.

Çулсеренех ноябрĕн 13-мĕшĕнче общество членĕсем пĕрле пуçтарăнаççĕ. Календарьте ăна куç курманнисен кунĕ тесе палăртнă. "Ку вăл сывă çынсене юнашар сусăрсем пурăннине аса илтерекен кун", _ хак пачĕ çак уява общество председателĕ. Апла пулин те вĕсем çак кун çеç мар, ытти чухне те хăйсем валли чун йăпанăçне тупаççĕ: концертсем лартаççĕ, спорт тупăшăвĕсене йĕркелеççĕ, алă ĕçĕсен куравне ирттереççĕ тата ытти те. Инвалидсем хушшинче уйрăм матурсем те пайтах. Сăкăтри Ф. Ларионов, сăмахран, районта инвалидсем хушшинче йĕркелекен шашка-шахмат ăмăртăвĕсене кашнийĕнчех хастар хутшăнать. Обществăра вăл спортпа сывă пурнăç йĕркине аталантарас енĕпе яваплă.

Патшалăх хальхи вăхăтра тĕрлĕ ушкăнти инвалидсене сипленме те, канма та, çав шутрах ĕçлеме те, условисем туса пама тăрăшать. Унпа усă курмалла çеç. Çамрăксемпе вăй питтисем Ульяновскинче, Кисловодскинче, Волоколамскра хăйсене кăмăла каякан профессине алла илме е хушма ĕçлĕ пулма пултараççĕ: массажист, мусăкçă, пахчаçă, атăçă... Сыввисемпе юнашарах пурнăçри хăйсен вырăнне тупни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика