АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

16 января 2013 г.

Çĕнĕ çул хыççăнхи пĕрремĕш анлă канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов тĕпрен илсен кулленхи ыйтусене çивĕчлетнĕ. Чăн малтанах вырăнсенче çулсене юртан вăхăтра тасатса тăрассине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Хĕл кунĕсем пăтăрмахсăр, ăнăçлă иртсе кайччăр тесен пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнмалла, ку тĕлĕшпе халăхпа ăнлантару ĕçĕсене йĕркелемелле.

Çитес шăмат кун православи тĕнне ĕненекенсем Кăшарни уявне паллă тăвĕç. Çак кунхине чылай вырăнсенче ваксем касса шыва кĕрĕç, тасалĕç. Райадминистрацин гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн пуçлăхĕ Г. Каллин шыва кĕнĕ чухне йĕркене çирĕп пăхăнмалли пирки асăрхаттарнă.

Канашлура “Паттăр” ФСК директорĕ Алексей Краснов ял тăрăхĕсен хушшинче йĕркеленĕ спартакиада итогĕсемпе паллаштарнă. Куçса çÿрекен кубока Нăрваш Шăхальсем çĕнсе илнĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика