12 февраля 2014 г.
КОМПЬЮТЕР ĕмĕрĕнче хамăрăн ăс-хакăлăмăра, тавра курăма аталантармалли çулсем нумай пулин те хаçат-журнал, кĕнеке вулакансен шучĕ чакманни савăнтарать. Сăмахран, районти тĕп библиотекăран пĕлтернĕ тăрăх пĕлтĕр район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн бухгалтерĕ Н. Мышова çулталăк тăршшĕпе 135 кĕнеке вуласа тухнă. Надежда Петровна шут ĕçченĕ пулнине пăхмасăрах цифрăсенчен уйрăлса "чун апатĕнче" киленĕç тупать. Вăл _ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. С. Тибайкин (Патăрьел), А. Данилов (Именкасси), Е. Юлдашева (Патăрьел), А. Николаев (Нăрваш Шăхаль), Л. Гафурова (Патăрьел) та вулавăша яланах ăшă кăмăлтан çỹреççĕ. Çулталăк итогĕпе вĕсене кашнинех тĕрлĕ номинаципе хак панă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)