12 февраля 2014 г.
РАЙОНТА "Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе" марафон пуçланни пирки маларахах пĕлтернĕччĕ. Çапах ятарлă счет çине укçа кĕниех туйăнмасть-ха. Ку таранччен районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ĕçченĕсем çеç кăтартуллă пулса пĕрремĕш утăм тунă, 1,5 пин тенкĕ куçарнă. Ачасен телейлĕ пурнăçĕшĕн, пуласлăхĕшĕн алă тăсса памаллах. Ку тĕлĕшпе районти ĕç коллективĕсен те хастартарах пулмалла. Сăмах май каласан, иртнĕ çул пирĕн районта 300 пин тенкĕ укçа пухнă. Вăл шутра вĕрентỹ системинче тăрăшакансем 92 пин, сывлăх хуралĕнчисем 33 пин, ял хуçалăх отраслĕнчисем 40 пин тенкĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)