12 февраля 2014 г.
Эрне кун, нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Сочири "Фишт" стадионта XXII Олимп вăййисем уçăлнине халалланă чаплă уява тĕнчери мĕльюн-мĕльюн çынпа пĕрле курса савăнтăмăр.
Ăмăртусем нарăсăн 6-мĕшĕнчех пуçланнă. Старта чи пĕрремĕш фристайлçăсем (могул), сноубордçăсем (слоупстайл) тата фигуристсем тухнă. Фристайлçăсен йышĕнче Чăваш Ен спортсменки Елена Муратова та ăмăртнă. Пĕрремĕш чупура 18-мĕш вырăн йышăннăскер иккĕмĕшĕнче 11-мĕш кăтартупа палăрнă, финала тухма пĕр утăм кăна çитмен ăна. Могулистсен тупăшăвĕнче пьедестал çине Канадăри паллă спортсменкăсем, йăмăкĕпе аппăшĕ Жюстинпа Хлоя Дюфур-Лапуантсем тата АПШри Ханна Кирни хăпарнă.
Олимпиада уçăлнăранпа спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнине телекуравпа тимлĕн сăнарăмăр. Акă Олимпиадăн пирвайхи паттăрĕсен ячĕсене те пĕлтĕмĕр: Сочири пĕрремĕш "ылтăна" АПШ сноубордçи Сейдж Конценбург тивĕçнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин пухмачне пĕр-ремĕш медальпе Ольга Граф пуянлатнă. 30-ти спортсменка 3000 метрлă дистанцире конькипе чупса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. "Ылтăн" мар пулин те питĕ пысăк çитĕнỹ ку спортсменшăн. Олимп вăййисене пĕрремĕш хут хутшăнакан Ольга Вилухина биатлонçă спринтерсен тупăшăвĕ "кĕмĕл" çĕнсе илнĕ. Раççей çуна спорчĕн ăсти, 42 çулти Альберт Демченко пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă.
Командăпа пăр çинче эрешлесе ярăнакансен тупăшăвĕсенче пирĕн çĕр-шыв фигурисчĕсем мала тухни никамшăн та кĕт-менлĕх пулман. Юлашки çулсенче кашни Олимпиадăран медальсемпе таврăннăскерсем тăван енре наградăсăр юлнă пулсан кĕтменлĕх пулĕччĕ. Тĕнчипе паллă фигурист Евгений Плющенко, 15-ри Юлия Липницкая, тĕнче чемпионĕсем Максим Траньковпа Татьяна Волосожар, Екатерина Бобровапа Дмитрий Соловьев, Федор Климовпа Ксения Столбова тата Никита Кацалаповпа Елена Ильиных пăр çинчи илемлĕ ташшисемпе тĕлĕнтерсе Раççей спортсменĕсенчен Сочире пĕрремĕш "ылтăн" çĕнсе илнĕ.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)