АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АТТЕ ТУТАР, АННЕ ПУШКĂРТ

16 января 2013 г.

1989 тата 2010 çулсенчи халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх вырăссем пысăк çухату тÿснĕ: çĕр-шыври тĕп наци йышĕ 8,8 млн çынна яхăн чакнă. РФ Экономика Аслă шкулĕн сотрудникĕсем пичетленĕ отчет чăннипех те шухăша ярать.

Вырăссем çеç-и, ытти наци йышĕ те пĕчĕкрех. Çирĕм çулта беларуссемпе украинецсем икĕ хут (!) чакнă. Мăкшă, чăваш, мари, нимĕç, еврей тутар тата ытти халăхсен демографи процесĕнче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ.

Çав вăхăтрах хăш-пĕр наци çыннисем, вĕсене Раççей çыннисем теме йывăр пулин те, хăйне евĕр рекорд лартаççĕ. Калăпăр, Раççей Федерацийĕнчи турккăсен йышĕ – 11, таджиксен – 5,2, узбексен – 2, кăркăссен 2,5 хут ÿснĕ. Эрменсемпе азербайджансем те çав шайра.

Союз арканнă хыççăнхи миграции “тапăнăвĕн” çимĕçне паян та астиветпĕр. 90-мĕш çулсенче пирĕн тăрăха Кавказпа Вăтам Азири вăрçă вутĕнчен тата выçлăхран тарнă миллионлă “çар” куçса килсе тĕпленчĕ. Чылайăшĕ тăван çĕр-шывне таврăнма шутламасть те. Ку – пĕр хуйхă-ха.

Тепри – çав çынсем хăйсене вырăс тесе шутлани. Йĕркеллĕ çырма-калаçма пĕлменни те хăйне çыравра вырăс тенĕ. Акă мĕн патне çитсе тухрăмăр. Атăл тăрăхĕнчи е Çĕпĕрти вак халăхсем вырăсла аван пĕлни паллă, анчах кăнтăр республикисенчен çут тĕнчене килнисен “уксахлакан” пуплевне тÿрех уйăрса илетĕн-çке.

РФ демографи институчĕн директорĕ, экономика наукисен докторĕ Анатолий Вишневский çапла ăнлантарса пачĕ:

– Кавказ е Вăтам Ази регионне илсен унта халăх йышĕ ÿсни сисĕнет, çапах ислам тĕнĕ пуç пулса тăракан çĕр-шывсенче ача çуратас туртăм кăштах чакрĕ. Тĕнчери пулăмсем вĕсене те витĕм кÿреççех ĕнтĕ, халăх ĕç шыраса хулана куçас процесс пырать, çынсен ăс-тăнĕпе шухăш-кăмăлĕнче улшăнусем пулса иртеççĕ. Тĕрĕссипе, хамăр ăçтан тухнине те манма пуçларăмăр, ытти халăх культурине йышăнса пурнăç тыткăчине улăштартăмăр.

– Калăр-ха, вырăссем ăçта кайса кĕчĕç; Ĕçсе пĕтрĕç-и; Ют патшалăхсене куçса кайрĕç-и;

– Кунта ача сахалрах çуратнине те, çын вилесси ÿснине те шута илмелле. Совет саманинче эпĕ “Комсомольская правда” хаçатра ĕçлеттĕм, редакци почтинче çакнашкал çырусем пурччĕ: “Ман анне – тутар, атте – пушкăрт, çапах хама вырăс тесе шутлатăп. Анчах паспортра “вырăс” тесе çырни тĕрĕс-и;” Гражданинăн наци паллине кăтартма пăрахнă хыççăн çак ыйтусем кун йĕркинчен тухрĕç. Тĕп документра “раççей гражданинĕ” тесе çырни çителĕклĕ. Çырав вăхăтĕнче вак халăх çыннисем анкетăра хăйсене “вырăссен” шутне кĕртнĕ пулас.

Сăмахран, казаксен этносĕн историйĕ хăйне евĕр. Вĕсен йышĕнче вырăссемпе украинецсем ытларах пулнă, мăкшă, тутар казакĕсен пĕрлĕхĕсем те йĕркеленнĕ. Кубань тăрăхĕнчи казаксем 1926 çулхи çыравра “украинецсем” тенĕ пулсан 1939 çулта вĕсем пурте “вырăссен” шутне кĕнĕ, çапла вара украинецсен шучĕ чакнă.

– Совет Союзĕн арканăвĕ пире телей кÿчĕ тесе каламăпăр. Уйрăм патшалăхсем туса пĕр-пĕринчен хупăнса ларнипе лайăхрах пурăнма тытăнтăмăр-и; Наци туйăмне çухатса пыратпăр вĕт.

– Наци туйăмĕ сĕткенне ăçтан илет тетĕр; Пуçламăш тапхăр – çемье ăшши. Килте хăвăр тăван чĕлхепе калаçман ача-пăча кайран сирĕнпе вырăсла пуплесе хăйне мăнна хура пуçлать. Раççейре украинецсем сахалланнă терĕмĕр. Вĕсен йышĕ çав шайрах-ха, анчах кăкăр ĕмĕртнĕ амăш чĕлхине пĕлмеççĕ, унран ютшăнаççĕ.

– Çак юхăм тутарсене те витĕм кÿнĕ пулас.

– Общество аталанăвĕнчен аякра тăраймăн. Вĕсем мăсăльман тĕнĕпе пурăнаççĕ пулин-те Европа йăли-йĕркине йышăнса вырăсланасси малалла пырать, ача сахалрах çуратнин пĕр сăлтавне çакăнта шырамалла.

Пĕр шутласан, çын ăçта çуралнă – çавăнта пурăнмалла пек. Анчах халăх куçăмне йĕркелесе пыма çав тери йывăр. Тĕслĕхрен, Кавказ тăвĕсенчен аннисем пирĕн тăрăхра тĕпленсе хăйсене хуçа пек туйни вырăнти çынсене питĕ килĕшмест. 90-мĕш çулсенче азербайджанецсем нумай куçса килнине ас тăватăр пулĕ. Тăван çĕр-шывĕнче экономика ура çине тăрсан (вĕсен нефть пур!) çак юхăм чакрĕ. Эрменсем – христиансем. Вĕсен экономики хавшакрах, çавăнпа Раççейре хÿтлĕх шыраççĕ, кÿршĕллĕ халăхсемпе килĕштерсе пурăнаймаççĕ. Раççей Федерацийĕнче вĕсен диаспори – чи хăватли.

– Унччен ача сахал çуралнипе Европа ватăлать теттĕмĕр, халĕ Раççей пирки те çавнах каламалла ĕнтĕ. Çурçĕрте пурăнакан нацисем çамрăкланнине мĕнле ăнланмалла;

– Чукчăсемпе эвенксем çинчен калатăр-и; Çапла, ача ытларах çуратаççĕ, çав вăхăтрах нумайăшĕ пенси çулне çитмесĕрех çĕре кĕрсе выртать.

Татжиксемпе узбексен куçăмне чараймастпăр эпир. Вĕсем çиме çăкăр çуккипе ваттисене, çемйисене пăрахса кунта ĕç шыраса килеççĕ, пĕчĕк шалăвне çемйине куçарса параççĕ. Икĕ-виçĕ уйăхри ĕç укçипе (25-30 пин алла илнĕ тейĕпĕр) тăван тăрăхра çурт çĕклеме пултаракан татжик Мускавран е Екатеринбургран пăрахса каймастех. Тепĕр тесен, Раççейре пушă выртакан çĕр (Инçет Хĕвел тухăç, Çĕпĕр регионĕсем) питĕ нумай, унта вара шăпах ĕç вăйĕ çитмест.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика