АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеринари службин ĕçĕ яваплă. Пархатарлă та

12 февраля 2014 г.

 Выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен сыхлас тĕлĕшпе районти ветеринари служби иртнĕ çул нумай ĕç турĕ. Профилактика мероприятийĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланăран хăрушă чирсем (çĕпĕр язви, урмăш чирĕ, сысна чуми, бруцеллез, туберкулез тата ытти те) тĕл пулмарĕç. Уйрăмах Первомайскинчи, Туçари лечебницăсенче (заведующийĕсем Н. Трофимова тата В. Быков), Аслă Чементи, Кзыл Чишмари участоксенче (С. Михайлова, Х. Хамматов) ăнăçлă вăй хунине палăртмалла.

Выльăхсен сывлăхĕ пĕр ветеринари служби ĕçченĕсенчен кăна килмест. Чылай чухне мĕнле условисенче усрани, апат-çимĕçе кирлĕ чухлĕ тата пахалăхлине çитерни, чир-чĕре фермăна лекмелле мар çирĕп условисем туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районта выльăх-чĕрлĕх вилесси çулран-çул чакса пырать. Апла пулин те пăшăрхантараканни те пур. Пире ытларах выльăхсене вар-хырăм тата ỹпке чирĕсем хавшатни шухăшлаттарать.

Ĕнесене, сыснасене упраса хăварас тĕлĕшпе "Батыревский", "Исток", "Первомайск", "Звезда", "Красное знамя", "Труд" хуçалăхсем тата "Юрма" агрохолдинг тăрăшса ĕçлеççĕ.

Чир-чĕртен асăрханас тесен пĕтĕ ĕнесене, пушмак пăрусене, сысна амисене, çурасене вăхăтра прививка тумалла, зоогигиена ыйтăвĕсене пурнăçламалла, апата нормăпа пăхнă чухлĕ çитермелле, эмел илме вăхăтра укçа-тенкĕ уйăрмалла. Пĕлтĕр нумай хуçалăхра витесемпе тырă склачĕсене дезинфекциленĕ тата ытти ĕçсене те пурнăçланă.

Районти ветеринари службин системине виçĕ лечебницăпа тăхăр ветеринари участокĕ тата лаборатори кĕреççĕ. Коллективра пысăк пĕлỹллĕ, опыт пухнă специалистсем йышлă. Шел пулин те, вĕсен ăсталăхне йышăнса юлакан çамрăксем шутпа çеç. Пирĕн ĕçре пур пĕлỹпе кăна лăпланса тăраймастăн, çавăнпа та выльăх тухтăрĕсем çулленех квалификацине ỹстерме Шупашкарти "Нива" вĕрентỹ комбинатĕнче йĕркелекен курссене çỹреççĕ. Ятарлă хаçат-журнал нумай çырăнатпăр. Вĕсем урлă та çĕнĕлĕхсемпе паллашса тăратпăр.

Пĕлтĕр эпир республика шайĕнче семинар-канашлу ирттерсе ятăмăр.

Пирĕн пурнăçпа паллашма пур районти ĕçтешсем килчĕç. Пĕрле Шăнкăртамри ветеринари лечебницине çитсе куртăмăр. Кунти условисем хальхи пурнăç ыйтнипе килĕшỹллĕ. Пирĕн тăрăхра ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе лайăх вăй хураççĕ. Эпир вара сĕте, аш-какая тĕрĕслесе справка е свидетельство паратпăр. Çавăн пекех выльăхсен сывлăхне тĕрĕслесе тивĕçлĕ документсем тăватпăр.

Çынсене çул çỹреме йывăррине кура Туçари лечебницăра, Кзыл Чишмари, Турханти участоксенче киосксем пур. Вĕсене эмелсемпе тивĕçтерсех тăратпăр. Çавăн пекех пĕрремĕш пулăшу памалли хатĕрсем ытти учрежденисенче те çителĕклĕ. Ишлĕре, Пăлапуç Пашьелĕнче, Çĕнĕ Ахпỹртре, Вăтаелĕнче, Кзыл Чишмара, Шăнкăртамра, Çĕньялта, Аслă Чементе, Шăхачра, Упамсара ĕнесене, пушмак пăрусене йăхтармалли ятарлă пунктсем ĕçлеççĕ.

Выльăх пĕтĕленнĕ хыççăн субсиди илме Ял хуçалăх министерствине кирлĕ хутсем хатĕрлесе панă. Выльăх сиплевçисен яваплăхĕ пысăк. Вĕсен ĕçĕ обществăшăн питĕ кирлĕ, усăллă тата пархатарлă. Хамăр тĕллевсене пурнăçа кĕртме ветеринари учрежденийĕсем хушшинче ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе малти вырăнсене Первомайскинчи, Аслă Чементи учрежденисем йышăнчĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕсенчи ветеринари специалисчĕсем хăйсене шаннă тивĕçе май килнĕ таран тăрăшса пурнăçлаççĕ. Уйрăмах "Хастар" хуçалăхри И. Кошкина, "Батыревский" пĕрлешỹри Д. Аврелькина, "Звезда" кооперативри Г. Щукинана тата ыттисене те палăртса хăварас килет.

П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика