АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Шмулевичпа тĕл пулнă

12 февраля 2014 г.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕпе Марк Шмулевичпа тĕл пулнă.

Михаил Игнатьев министр çумне республикăра яллă вырăнта пурăнакансене Интернет сечĕпе çыхăнтарас тĕллеве икĕ çулта татса панине пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне карас çыхăнăвĕпе территорин 97-98 процентне тивĕçтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ "Информаци обществи" патшалăх программипе килĕшỹллĕн ялсенчи тĕслĕх библиотекăсене компьютер техникипе пуянлатнине, çавна май паян унта çынсене муниципалитет тата патшалăх пулăшăвĕсене "пĕр чỹрече" йĕркипе кỹнине каласа кăтартнă.

Марк Шмулевич нумаях пулмасть алă пуснă саккун пирки пĕлтернĕ, унпа килĕшỹллĕн 250-ран пуçласа 10 пин çын таран пурăнакан пунктсене оптика сечĕсемпе çыхăнтарĕç, ку Чăваш Енре информаци технологийĕсен малашнехи аталанăвĕ валли тивĕçлĕ инфратытăм туса хума май парĕ. "Пирĕн пĕлỹ паракан 500-е яхăн шкул, 1720 ытла ял-поселок, вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ çак категорие лекет", _ палăртнă Михаил Игнатьев.

Раççей çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ министерство малашне те Чăваш Енпе çыхăнса ĕçлеме, республикăна пысăк пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçа кĕртес ĕçе явăçтарма хатĕррине пĕлтернĕ.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика