АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсене экспертсем хаклаççĕ

12 февраля 2014 г.

 Шупашкарта Раççейри аталану институчĕсен сумлă эксперчĕсемпе инвесторсем Чăваш Енри стартап-командăсемпе тата инноваци проекчĕсен хатĕрлевçисемпе тĕл пулчĕç. Ăна Russian StartUp Tour роуд-шоу мероприятийĕсемпе килĕшỹл-лĕн йĕркеленĕ.

Раççейри пысăк технологи рынокĕнче кирлĕ инноваци проекчĕсене тупас, регионсенчи предпринимательлĕх аталанăвне хавхалантарас, çамрăксене хăйсен ĕçĕсене пурнăçа кĕртмелли стратегисене хатĕрлемешкĕн пулăшас, ăнăçлă стартап-командăсене йĕркелеме пуçлас енĕпе ирттерекен чи пĕлтерĕшлĕ акцие кăçал çĕр-шывăн 27 хулинче йышăнаççĕ. Унăн йĕркелỹçисем _ "Сколково" фонд, федерацин Çамрăксен ĕçĕсен агентстви, "Раççей венчур компанийĕ" АОУ тата РОСНАНО. Вĕсем кашни хула валли уйрăм программа хатĕрленĕ, унта регионăн инноваци инфратытăмĕн хăйне евĕрлĕхне тата технологи предпринимателĕсен ыйтăвĕсемпе сĕ-нĕвĕсене шута илнĕ.

Чăваш инноваторĕсем Russian StartUp Tour роуд-шоуна пĕтĕмпе 80 ытла проект сĕннĕ. Çав шутран ытларахăшĕ биотехнологипе, композит материалĕсемпе, альтернатива энергетикипе, машинăсем тăвас ĕçпе; медицинăпа, химипе тата çĕнĕ материалсемпе çыхăннă. Раççей аталану институчĕсем 14 проекта хỹтĕлев валли суйласа илнĕ. Шупашкарти роуд-шоуна хутшăнакансене РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Марк Шмулевич, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, "Сколково" фондăн президенчĕн канашçи Пека Вильякайнен, Федерацин Çамрăксен ĕçĕсен агентствин ертỹçин çумĕ Юрий Сапрыкин саламланă.

Марк Шмулевич информаци технологийĕсемпе тепĕр 10 çултан пĕтĕм çĕрте пурте усă курма пуçлассине шантарсах каларĕ. Хальхи вăхăтра вара вĕсен ытларах пайĕ _ 80 процент ытла _ Раççейри пысăк 5 хулара (Мускавра, Санкт-Петербургра, Новосибирскра, Хусанта, Екатеринбургра) вырнаçнă. Марк Михайлович шухăшĕпе _ регионсен ку енĕпе вăй-хăват пур, çавна май вĕсем çывăх вăхăтра паянхи лидерсене те хăваласа çитме пултараççĕ. Сахалтан та 10 регион çакнашкал ỹсĕмсем тăвас шанăç пур. "Паянхи мероприяти Чăваш Ен çамрăксене пĕлĕвне тарăнлатма май панипе пĕрлех çĕнĕ шанăçсем те парнелессе ĕненетĕп. Унсăр пуçне эпĕ сирĕн регион та технологи енĕпе çĕнĕ ỹсĕмсем тăвасса кĕтетĕп", _ пĕтĕмлетнĕ М. Шмулевич.

РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ çак темăна Чăваш Енри IT-компанисен представителĕсемпе йĕркеленĕ "çавра сĕтел" вăхăтĕнче те хускатнă.

И. КЛЕМЕНТЬЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика