АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăшала вăхăтра регистрацилемелле

12 февраля 2014 г.

 Раççей Федерацийĕн "Хĕç пăшал çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн, килте упранакан сунар пăшалне кашни пилĕк çулта (срок тухиччен пĕр уйăх маларах) полици уйрăмĕнче регистрацилемелле. Шел те, тепĕр чухне уйрăм граждансем çакăн пирки манаççĕ. Кун пек чухне вара административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 20.11 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф параççĕ.

Пăшала урай хăми çумне болтсеме çирĕплетсе хунă ятарлă сейфра е тимĕр ещĕкре упрамалла. Çак хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнисене те саккунпа 500 _ 2000 тенкĕ штрафлаççĕ.

Хăш-пĕр гражданинăн килĕнче нихăçан та регистрациленмен хĕç-пăшал пулма пултарать. Ун чухне вара 3000 _ 5000 тенкĕ кăларса хума тивĕ. Ашшĕнчен е аслашшĕнчен юлнă пăшалсене килте упракансен хăйсен ирĕкĕпе ăна полици уйрăмне килсе парсан нимĕнле хăрушлăх та пулмĕ. Уншăн штраф тỹлеттересрен хăрамалла мар, ун вырăнне патшалăх регистрациленмен пăшалшăн çийĕнчен укçа çеç тỹлет.

Хĕç-пăшалпа çыхăннă кирек мĕнле ыйтупа та чăн малтан районти полици уйрăмне килмелле е 5 _ 04 _ 08 номерпе шăнкăравламалла. Çакнашкал ыйтусемпе сире ытлари кунпа кĕçнерни кунсенче йышăнĕç.

А. АНТИПОВ, район полицийĕн хĕç-пăшал ыйтăвĕсен инспекторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика