12 февраля 2014 г.
"Культура" сăмах латынь чĕлхинчен чăвашла "ĕçлени, воспитани илни, пĕлỹ пани, аталану, хисеплени" тесе куçарăнать. Эппин, ĕçе юратакан, воспитани илнĕ, ăс-тăн енчен аталаннă, сăпайлă çын çеç культурăллă пулма пултарать.
Шел те, пиртен ытларахăшĕ культура сăмах пĕлтерĕшне юрă-ташăпа çеç çыхăнтарма хăнăхнă. "Ялта культура пурнăçĕ вĕресе çеç тăрать",_ вулатпăр хаçатсенче, радиопа та çапла хăпартланса каланине илтетпĕр. Ял çынни юрлани-ташлани аван-ха вăл, фольклор пуянлăхне алла илни те _ мухтава тивĕçлĕ ĕç. Анчах ял культурине юрă-ташă çеç çĕклет тени _ йăнăш шухăш. Клуб е библиотека умĕнче, урамра, çул аяккинче, çырма-çатра хĕрринче тĕрлĕ çỹп-çап, тасамарлăх йăваланса выртсан, ку ялта "культура пурнăçĕ вĕресе тăрать" теме пулать-ши? Паллах, çук! Çак ял çыннисем пирки те "культурăллă" тесе калама чĕлхе çаврăнмасть.
Чĕлхе çинчен сăмах хускалчĕ пулсан, культура шайĕнчен ытла та аякра тăрать вĕт-ха вăл пирĕн, усал сăмахпа, намăс пуплевсемпе тулса ларнă. Хăш-пĕр çын намăс сăмахсăр калаçма та пултараймасть. Нумай вĕренмен çын пулсан татахчĕ, пĕр е икĕ дипломлисем те, хăш-пĕр пуçлăхсем те намăс сăмах калама пĕрре те вăтанмаççĕ. Вунă-вун икĕ çул каялла çеç çапла марччĕ вĕт-ха, мĕншĕн çав таранччен пăсăлтăмăр-ши, тăванăмăрсем! Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсемпе хĕрсем те намăс сăмахпа перкелешеççĕ, хăйсене ытла та ăслă, "чăнкă" пек туяççĕ пулмалла. Урамра кăна-и, ĕç вырăнĕнче, канашлупа пухура та калаçу культури пăрахăçа тухма пуçлани вăрттăнлăх мар.
Çитĕнекен ăрăва культурăллă калаçма çемьере, ача садĕнче, шкулта вĕрентмелле тетпĕр. Анчах çак чăнлăха хамăрах пăсмастпăр-и, аслисем? Нумай çемьере ашшĕ-амăшĕ ачисем умĕнче намăс сăмахпа калаçать. Асăрхаттарсан çилленме пăхаççĕ: "Намăс сăмахпа ятлаçни _ воспитани ĕçĕнче чи витĕмлĕ меслет" тесе тỹрре тухма тăрăшаççĕ.
Хушамачĕсене асăнмăп та, анчах шкулсенчи хăш-пĕр учительсем те (!) вĕренекенсем умĕнче намăс сăмах калама вăтанмаççĕ. Паллах, кун пек вĕсен авторитечĕ ỹсмест, воспитани ĕçĕнчи сиен вара пĕчĕк мар.
Ял-йыш, тус-юлташ, тăван районăн хастар çыннисем! Атьăр-ха культура çулталăкĕнче тирпейлĕ те сăпайлă, ырă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ пулма хăнăхар. Çапла пулма пурте пултаратпăр вĕт-ха, мĕншĕн хамăра-хамăр хисеплеместпĕр?
Иван Саландаев, РФ Журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)