16 января 2013 г.
Чăвашсем тĕрлĕ турра ĕненнĕ вăхăтра выльăх-чĕрлĕхе сыхласа, пăхса тăраканнисем хăшĕсем пулнă
Авалхи чăвашсем выльăх-чĕрлĕх туррисем килти чĕр чуна ырă-сывă усранине вăйлă ĕненнĕ. Çавна май вĕсен ячĕпе кĕлĕ тунă, чÿк панă. Хăш-пĕр йăла-йĕркене ял халăхĕ пĕрле ирттернĕ, теприсене уйрăм çемье тăванĕ-пĕтенне пухса йĕркеленĕ.
Чăваш халăхĕн мифологийĕнче чĕр чунсемпе кайăксене тăваканĕ – Аслă Турă. Вăл вĕсене усал чунсене витĕр курма пулăшакан тĕлĕнмелле хăват панă. Хăш-пĕр чĕр чун шуйттанран тенĕ. Акă, ĕнене турă тунă, качакана турă пек пулма тăрăшакан шуйттан кун çути кăтартнă тесе шухăшланă.
Кĕлĕсенче турăран çемье тата выльăх валли ырлăх Пÿлĕхçĕрен – тулăхлăх, Пихампиртан килти выльăх-чĕрлĕхе тискер чĕр чунсенчен хÿтĕлеме ыйтнă. Чăвашсем выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă мĕн пур выльăха чун кĕртет, унăн аслă пулăшаканĕ Карта йышĕ вĕ-семшĕн тăрăшать, Карта тивлечĕ – хуралтăсене, Карта никĕсĕ – картише, Карта сыхчи выльăх-чĕрлĕх картине инкек-синкекрен хÿтĕлет. Карта перекечĕ чĕр чунсене ырлăх кÿрет тесе шухăшланă, кашни картишĕн (е хуралтăн) хăйĕн хуçи – Карта ийи – пур тенĕ. Выльăх-чĕрлĕхе çавăн пекех хĕрт-сурт, Кил çĕленĕ, Пирĕшти хÿтĕленĕ. Ĕнен кашни тĕсĕн хăйĕн пăхса тăракан турри пуррине ĕненнĕ. Çуркунне пĕр-ремĕш кун кĕтÿ тухнă кун кил хуçи арăмĕ ун ячĕпе кĕлĕ вуланă. Ытларах Хĕрлĕ ĕне турринчен пулăшу ыйтнă.
Христос тĕнне йышăнсан чăвашсем православи çветтуйĕсенчен выльăх-чĕрлĕхе упрама, хÿ-тĕлеме ыйтма пуçланă.