АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кĕлле кĕрсе пиллетĕн кун çути…"

12 февраля 2014 г.

 Паянхи чăваш поэзийĕн ани çинче сăнарлă сăмах шыравçисем темĕн чухлех. Николай Аверкиевич Исмуков сăввисем ытти чăваш çыравçисеннинчен чылай енчен уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем вулакан чĕринче тарăн йĕр хăвараççĕ. Хăш-пĕр сăвăçăн хайлавне вуласа тухсан кăшт вăхăт иртсенех манса каятăн. Николай Аверкиевичăн хайлавĕсем нумайлăха асра юлаççĕ. Вăл каланă тĕслĕхсем вăхăт иртнĕçемĕн пурнăçри пулăмсене хакланă чухне аса килеççĕ, вăл е ку пулăмăн тупсăмне тĕрĕс ăнкарма пулăшаççĕ. В. Родионов тĕпчевçĕ Исмуков пултарулăхĕн хăйевĕрлĕхне хакласа "...сăвăçăн хайлавĕсенчи поэзипе философи пĕрлĕхĕ, тарăн шухăша поэзи çунаттисем çине лартса инçете вĕçтерме ăсталăх çитерни" тесе каланăччĕ. Çавăн пекех Исмуков пултарулăхĕнче халиччен каламан сăнарлă шухăш илемĕ тапса тăрать. Чăвашлăх, çынлăх, пурнăçăн улшăнуллă саманчĕсенче хăвна-хăв упраса хăварасси тата ытти нумай ыйту канăç памасть поэт-философ чĕрине. Çак ыйтусене хускатса тăтăшах алла хур тĕкĕ тытать вăл. 

Паян эпир Н.А. Исмуковăн пĕр сăввине пăхса тухасшăн. "Лаштра йăмра" сăвă поэтăн 1990-мĕш çулта тухнă "Çĕр юрри" кĕнекене кĕнĕ. Асăннă сăвăра автор йăмра сăнарĕ урлă халăх пурнăçĕн пĕр ỹкерчĕкне, репрессие пула ним айăпсăр нуша курнă вăхăта сăнарлăн çутатса панă. Чăн-чăн поэт хура халăх нуши-тертне курмасăр иртме пултараймасть. Исмуков чĕринчен Сталин репрессийĕн урапи аякран иртмен ахăр. Çак синкерлĕ вăхăта сăнлакан "Лаштра йăмра" хайлава автор парти репрессийĕ вĕлернĕ кукашшĕне Илья Филиппова халалланă. Сăвăра çав синкерлĕ самантсене тỹррĕн асăнман пулин те эпир поэт мĕн хавалпа шур хута хуратнине аванах куратпăр. Эппин вуласа тухар-ха малтан "Лаштра йăмра" сăвва.

Лаштра кăна йăмра, лаштра йăмра

Ỹсетчĕ ĕлĕк пирĕн урамра.

Саркайăксем ларатчĕç ун çине,

Саркаланса юрлатчĕç юррине.

Çулла, хĕвеллĕ шăрăх кунсенче

Выляттăмăрччĕ ун сулхăнĕнче,

Хĕлле çил чарăнатчĕ те унта

Хуллен мĕн пуплешетчĕ-ши унпа...

Ай, тĕк тăмасть тĕнче, ай, тĕк тăмасть.

Йăмра шăпи хальччен асран тухмасть:

Е кĕвĕçтернĕ вăл кĕлмĕçсене,

Е тарăхтарнă вăл тиексене.

_ Тĕпрен касса антарчĕç те ăна

Сыпăласа ăсатрĕç хулана.

Çулçисене пăрахрĕç йыт айне,

Юррисене хĕстерчĕç хул айне.

Урам илемĕ пĕттĕр терĕç пуль,

Йăмра йăхне ан пултăр терĕç пуль

_ Тапта-тапта пытарчĕç вуллине

Ял тулашне, Çăл Атăк хĕррине.

Йăмра вырăнĕнче халь тунката

Пăсса хăварнă çурт пек, тупата.

Çил чарăнса тăмасть унта текех,

Çул çаврăнса кĕмест унта текех.

Эй, ырă çут çанталăкăм, тавах,

_ Никам та мар - эс тивĕç мухтава:

Тапта-тапта пытарнă турата

Эс чĕрĕлĕх вăйне паратăн та

Кĕлле кĕрсе пиллетĕн кун çути,

Каллех çĕклетĕн пĕлĕте çити.

Çук вĕчĕхỹ санра, çук кĕвĕçỹ,

Ыр тăвасси çынна _ мĕн пур ĕçỹ.

Тавах, тавах! Паян ял хĕрринче

Вире енчен вĕрен çил хумĕнче

Кашлаççĕ кăрнатир пек йăмрасем

_ Хура çĕрпе шур пĕлĕт ачисем.

Ут утланса-ши иртрĕ утмăл çул.

_ Утса-чупсах кĕскелчĕ утма çул.

Анчах паян кунччен те асăмра

Лаштра кăна йăмра, лаштра йăмра...

Сăвва аса илỹ евĕр йĕркеленĕ. Ахаль куçпа пăхсан сăвăра лирика геройĕ хăйсен урамĕнче ỹснĕ "лаштра йăмрашăн" тунсăхлать темелле. Анчах та çав тунсăхран та пысăкрах синкер чунне пусса тăрать иккен. Сăвăçа йăмра шăпи инкек тỹснĕ çывăх çыннине аса илтерет.

Сăввăн малтанхи çавринчех тăван тавралăх, ял, урам кĕвви тапать: куç умне тăнăç пурнăçпа пурăнакан ял сăн-сăпачĕ тухать. Саркаланса лаштра йăмра ỹсет, ун çине сар кайăксем ларса саркаланса юрлаççĕ: ачи-пăчи йывăç сулхăнăнче вылять, çил те йывăçпах пуплет. XX ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенчи пурнăç таппи евĕклĕн те илемлĕн сывлать. Çут çанталăк сăнарĕ сăвăра лирикăллă геройăн шухăш-кăмăлне, туйăмне, ĕмĕт-тĕллевне ĕнентерỹллĕ уçса пама май парать, вăл хăйех наци хăй евĕрлĕхне палăртать. Йăмра _ пурнăç йывăçĕ. Йăмра шăпи урлă халăх шăпин хăй евĕрлĕхне кăтартнă. Чăваш çыннишĕн унран асамлă йывăç çук та пулĕ. Вăл - хỹтĕлевçĕ те, сиплевçĕ те, тĕрек те, сапăрлăх та... Ватă йăмра усал-тĕселе, инкек-синкеке сирет, вăй парать.

Çуллахи кунсенче тип-шартан, вут-çулăмран сыхлать.

Çулла, хĕвеллĕ шăрăх кунсенче

Выляттăмăрччĕ ун сулхăнĕнче.

Кĕрпе хĕл кунĕсенче сивĕ çилтен пытанма май туса парать:

Хĕлле çил чарăнатчĕ те унта

Хуллен мĕн пуплешетчĕ-ши унпа...

Çукунне вара чи малтан çулçă кăларать. Йăмрапа çыхăннă ваттисен сăмахĕ те сахал мар. Ăна чылай чăваш писателĕпе поэчĕ хăйсен хайлавĕсен сăнарĕ тунă. Чăваш арçынĕ ывăл çуралсан е ытти хĕпĕртев вăхăтĕнче йăмра лартать. Вăл ял илемĕ, тăван халăх йăмрана хисеплет, юратать. Йăмра ял йывăçĕ. Тăнăçлăхпа лăпкăлăх, илемлĕхпе киленĕç символĕ. Çак пархатарлă йывăç ĕмĕр тăршшĕпех этеме хăйĕн шанчăклă тусне усă кỹрет.

Этем мĕн ĕлĕкрен пурнăçне йывăçпа танлаштарнă. Йăмра чăваш халăхĕн тотемла йывăçĕ темелле. Кунта йăмра пуринчен ытла этем, чăваш çыннин сăнарне йышăнать "пуплешетчĕ", "ăсатрĕç", "пытарчĕç" та. ыт. те.

Пĕрремĕш çавра уйрăм шухăша пĕтĕмлетсе тăнăç пурнăç еккиппе киленсе шухăша ярать пулсан, иккĕмĕш çавра поэт калас тенĕ синкерлĕ пулăмăн малтанхи йĕркерех е пирвайхи сăмахпах кĕртсе ỹкерет.

Ай, тĕк тăмасть тĕнче, ай, тĕк тăмасть.

Йăмра шăпи хальччен асран тухмасть:

Малалла вулатăн та поэтăн тĕп кĕввин енне туятăн. Вăл халăх пурнăçĕн илемлĕ те савăк енĕсене ỹкерме кăмăлламаннине аса илетĕн. Кунта Василий Кервен сăмахĕсене аса илни вырăнлă. "Поэт (Исмуков О.Н.) ытларах чухне пурнăçăн хитре енĕсене мар, трагедилле пулăмĕсене ỹкерсе кăтартать". Иккĕмĕш çаврара сăнарланнă ỹкерчĕк халăх пурнăçне синкерлĕ пулăм хупласа хунине, этем пурнăçне ним вырăнне те хуман самантсем, тĕрĕсрех саманана куç умне кăларать. Кĕтмен çĕртен истори сăнарĕ ỹтленсе каять:

Е кĕвĕçтернĕ вăл кĕлмĕçсене,

Е тарăхтарнă вăл тиексене.

_ Тĕпрен касса антарчĕç те ăна

Сыпăласа ăсатрĕç хулана.

Вулакан умне кĕлмĕçсем майне пĕлмесĕр хуçаланнă, тиексем хĕрĕннĕ вăхăтсем, ХХ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенчи истори тапхăрĕ, халăх йăли-йĕркипе культурине йыт айне пăрахнă, шухăш-ĕмĕтне татнă, юрри-кĕввине хĕстернĕ 50-60-мĕш çулсен сивĕ сывлăшĕ кỹ-ỹ килет. Ынатлă, çăтмахри евĕр илемлĕ пурнăç туххăмрах чăл-пар саланать. 30-мĕш çулсем илсе килнĕ репресси пăчки урам илемне кỹрсе ларакан пурнăç йывăççине тĕпрен касса ярать. Поэт-кĕрешỹçĕн кăмăлĕ яр уççăн курăнса каять. Йăмра сăнарĕ тỹрремĕнех асапа лекнĕ этем сăнарне йышăнать. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Исмуков лирики пĕр-пĕр япалана е пулăма, этем ĕçĕн результатне е ĕç хатĕрне символла пĕлтерĕш кỹнинче пачĕ. "Лаштра йăмра" сăвăри йывăçăн пỹкле вилĕмĕ этемлĕх историне самана илсе килнĕ синкере палăртмалли хатĕре куçать. Вăл йăмрана касса антарнăшăн çеç хурланмасть. Йывăç тункати те уншăн "пăсса хăварнă çурт" вырăнĕн курăнать, вуллине те çынна пытарнă пекех "тапта-тапта пытарчĕç"...

Хайлавра сюжет аталантарасси мар, лирика геройĕн хĕрнĕ, тăвăллă чун хавалне тарăнлатас тĕллев хĕрỹленет. Çавăнпах пулĕ автор йăмра сăнарне уйрăм çын шăпипе çураçтарать. Енчен те сăвва ахаль вулакан куçĕпе сăнасан çав çураçу асăрхамалăх та çук пек, хайлаври самана сывлăшĕн вăркăшне тỹссе курнă вулакан куçĕпе пăхсан - "Лаштра йăмра" сăвă урам илемне кỹрсе ларнă уйрăм йăмра шăпине кăна пĕлтерменни куç кĕрет. Сăвă йĕркисен янăравлăхĕ те ỹкерсе панă пурнăç чăнлăхне çывăх.

Вуласа тухнă малтанхи икĕ çаврара поэт ура çинче çирĕп тăракан, пурнăç йĕрки-куркине чухлакан, илеме юратакан геройăн шăпи кĕтмен-туман çĕртен репресси арманĕн чулĕ айне епле кĕрсе ỹкнине куртăмăр. "Сармантей" саманин саккăрлăхĕпе тамашин тăххăрлăхĕн тути-маси аван сисĕнет.

Самана илсе килнĕ тĕрĕсмарлăх умĕнче те этем çынлăхне çухатмасăр тăнине туять, курать поэт. Çав пусса тăракан ыйтусен тупсăмне тупасшăн çунакан лирика геройĕ хăй саманипе ытарлăн пуплешет.

Урам илемĕ пĕттĕр терĕç пуль,

Йăмра йăхне ан пултăр терĕç пуль.

Çак йĕркесем тавра чăваш кăмăлĕн хăй евĕрлĕхĕ, унăн çураçулăхĕпе чăтăмлăхĕ, тỹсĕмлĕхĕпе тасалăхĕ ăрша евĕр чỹхенеççĕ. Чăваш çыннин авалхи философийĕ: лирика геройĕ никама та вăрçмасть, ылханмасть. Этемĕн çĕр çинчи пурнăçĕн тупсăмне çут çанталăк асамлăхĕнче курать. Чун тĕпĕнче упранакан ĕненỹпе шанăç хĕлĕхĕсем хура çĕрпе, шур пĕлĕтпе çыхăннă. Çавна çыхăнтаракан вăй вăл - кĕлĕ.

Тапта-тапта пытарнă турата

Эс чĕрĕлĕх вăйне паратăн та

Кĕлле кĕрсе пиллетĕн кун çути,

Каллех çĕклетĕн пĕлĕте çити.

Çут çанталăк хăвачĕ никам çĕнтерейми тĕрĕс те пархатарлă пулăм. Вăл темле лару-тăрăва та хăйне юравлă йĕркелекен, татса паракан пĕртен-пĕр тỹре. Поэт пурнăçра чăннипех те ăна çеç вырăна хунине, хисепленине, шаннине куратпăр.

Çук вĕчĕхỹ санра, çук кĕвĕçỹ,

Ыр тăвасси çынна _ мĕн пур ĕçỹ.

Этем пурнăçĕнче çамрăк кăмăл та, чыспа хисеп те, укçапа мул та, ватлăх та хăйĕн еккипе килет. Ыррипе усалли те çумма-çуммăнах çỹреççĕ. Çынна тĕрлĕ сăлтав тупса тĕп тума тăрăшни те кăлăхах. Пурнăçăн хăйĕн йĕрки, саккунĕ.

Тавах, тавах! Паян ял хĕрринче Вире енчен вĕрен çил хумĕнче Кашлаççĕ кăрнатир пек йăмрасем _ Хура çĕрпе шур пĕлĕт ачисем.

Çапла вара "Лаштра йăмра" сăвăпа Исмуков тăван халăх истори-йĕнчи пĕр саманта кăтартса пачĕ. Несĕлĕмĕрсен ĕмĕр тăршшĕпех кĕрешỹ çулĕпе утма тивнĕ. Халăхăн пурнăçне йывăçпа танлаштарни питех те вырăнлă. Кунта Хусанкай кăмăлĕ те сисĕнет. Вăл та тăван халăхăн шăпине йывăçпа танлаштарать.

Каснă, вăтăрнă пире, Кăкласа хăртман та мар тăр.

Вăрлăх юлнă пур-пĕрех,

Эпир пулнă! Пур! Пулатпăр!

30-мĕш çулсен сывлăшĕ Исмуковăн "Лаштра йăмра" сăввинче уçăмлăн ỹтленент. Поэтăн кăмăлĕ вăхăтпа килĕшỹллĕ, историри пулăмсене пуç тавра шухăшласа ăна халăхла тỹррĕн калать.

"Лаштра йăмра" _ çыннăн пурнăçри тивĕçĕ, чысĕ, хакĕ çинчен тарăннăн шухăшласа çырнă философилле произведени. Исмуковăн пĕтĕм пултарулăхĕнче философилĕх тĕп вырăн йышăнать. Исмуковăн "Ахăрсамана" трагедийĕ _ пирĕн халăх историйĕнчи чуна ыраттармалли хăрушă вăхăт çинчен, тарăн шухăша ямалла сăвăласа çырнă философиллĕ пысăк хайлав, чăн-чăн эпопея. Унта та автор репресси авăрне лекнĕ çынсен шăпине сăнать. "Лаштра йăмра" сăвă "Ахăрсамана" трагедин эпиграфĕ евĕр янăрать. Н. ОСИПОВ, филологи наукисен кандидачĕ, доцент

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика