16 января 2013 г.
Сююмбике Хусан ханлăхĕн влаçне тытса тăнă хĕрарăм. Унăн пĕрремĕш упăшкине Джан Алие пĕчĕк чухнех Булат Ширин князь ертсе пынă правительство тата Мускав княçĕ III Василий килĕшсе татăлса патшана лартнă. Ханлăха çав çулсенче патша хĕрĕ Ковгоршат тытса тăнă. Вăлах Джан Али аллине влаç куçнă тĕле çамрăка Сююмбикпе пĕрлештернĕ. Ку мăшăрланăва Мускав та ырланă. Çапла майпа Юсуф бикпе çывăхланасса тата вырăнтан сирпĕтнĕ, çав вăхăтра хуньăшĕ нухай мăрси Мамай патĕнче пурăннă Сафа Гирее хирĕç тăма майсем ытларах пуласса шаннă. Çемье пурнăçĕ ăнман, хан арăмне хисеплемен, йăха малалла тăсакансем те çуралман. Сююмбике вĕçĕм-сĕр ашшĕне хăйне упăшки патĕнчен илсе кайма ыйтнă. Юсуф хана вырăнтан кăларма сĕннĕ, хĕрне тавăрма хушнă. Çак пулăмсем дипломати çырăвĕсен никĕсĕ пулса тăнă.
Джан Али арăмне çеç мар, Хусан правительствине те çырлахтарман. Ăна, ахăртнех, ханлăхăн шалти ĕç-хĕлне Мускав хутшăнни тата вĕçĕмсĕр пусарса тăни килĕшмен. 1535 çулта Булат Ширин тата Ковгоршат хутшăннипе паташалăх йĕркине тĕпрен улăштарнă, Джан Алие вĕлернĕ. Сафа Гирее çĕ-нĕрен патшана лартнă. Сююмбике унăн пиллĕкмĕш арăмĕ пулса тăнă.
Сафа Гирей пурнăçран уйрăлнă хыççăн 1549-1551 çулсенче Хусан ханлăхне пĕ-чĕклех патша тронĕн хуçи пулса тăнă ывăлĕ вырăнне Сююмбике тытса тăнă. Сююмбике патша – патшалăх пуçлăхĕн ĕçне пурнăçланă мăсăльман хĕрарăмĕсен йышĕнче чи малтанхисенчен пĕри.
1551 çулта мăрсасем Сююмбикене, ывăлне Утямыш Гирее тата Хусан хыснине Хаяр Иван патшана панă.
Çулталăк çурăран Сююмбикене ирĕксĕрлесе Касим патшине Шах Алие качча панă. Утямыш Гирее Мускав патши Хаяр Иван хăй патне хăварнă. Ĕмĕрне Сююмбике Касимовра пурăнса ирттернĕ. Вил тăпри вырăнĕ паллă мар.