АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сочи: Раççей команди _ тăваттăмĕш

22 февраля 2014 г.

 Хĕрарăмсенчен пăр çинче фигурăсем туса ярăнассипе Аделина Сотникова Олимпиадăсен историйĕнче пĕрремĕш хут ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Унăн тусĕ Юлия Липницкая _ пиллĕкмĕш вырăнта.

Раççей командинчи спортсменсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.

Çемье подрячĕ пулма пултарать-и? Паллах. 5 çул каялла паллашнă, 2011 çулта венчете тăнă Алена Заварзинопа Вик Уайлд Олимпиада наградисене çĕнсе илчĕç. Сноубордăн паралельлĕ гигант слаломĕнче Алена "бронзăна", унăн мăшăрĕ, Раççей гражданлăхне илнĕ Вик Уайлд пирĕн командăн пухмачне ылтăн медальпе пуянлатнă.

Йĕлтĕрçĕсенчен классика мелĕпе чупса Максим Вылегжанинпа Никита Крюков кĕмĕл медаль илнĕ.

Çав вăхăтрах хумханмалли те пур. Пирĕн çĕр-шыв хоккеисчĕсем Финлянди командине 3:1 шутпа выляса ярса кĕре-шỹрен тухса ỹкрĕç. Хоккеисткăсен кăтартăвĕ те лайăх мар _ вĕсем 6-мĕш вырăнта.

Çапах та Раççей команди пуçа усмасть. Вăл 7 ылтăн медаль илсе 4-мĕш вырăнта тăрать. Пирĕнтен маларах Норвеги (10 ылтăн медаль), АПШ тата Германи (8-шар ылтăн медаль).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика