АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нарко-тĕрĕслев ĕçне пĕтĕмлетнĕ

22 февраля 2014 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин наркотĕрĕслев службин Атăлçи округĕнчи территори органĕсен ертỹçисен оперативлă канашлăвне хутшăннă. Унта çавăн пекех РФ Генеральнăй прокурорĕн çумне Сергей Зайцева, Раççей Президенчĕн округри полномоочиллĕ представителĕн аппарачĕн федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторне Геннадий Федорова, ГАК аппарачĕн ертỹçин çумне _ округри управлени пуçлăхне полицин генерал-майорне Сергей Васильева чĕннĕ.

Канашлура сăмах илнĕ май республика Пуçлăхĕ наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешесси влаç органĕсен тĕп тивĕçĕсенчен пĕри пулнине палăртнă. Анчах çак инкеке право хуралĕн органĕсем кăна парăнтараймĕç, çавăнпа обществăра наркотиксем тĕлĕшпе тỹсĕмсĕрлĕх лару-тăрăвне туса хумалла. Михаил Игнатьев çавăн пекех Чăваш Енре çамрăксен хушшинче сывă пурнăç йĕрки, физкультурăпа спорт занятийĕсем йăлана кĕнине палăртнă. Ачасемпе çамрăксен спорт юхăмне аталантарни табак туртакансен, ĕçкĕпе иртĕхекенсен шутне чакарма май панă.

ФСКНăн территори ор-ганĕсен 2013 çулхи ĕç-хĕлне тĕп докладра асăннă службăн округри органĕсен пуçлăхĕсен канашĕн председателĕ _ ФСКНăн Чул хула облаçĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Боровский пĕтĕмлетнĕ. "Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика