АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХРА ĂСТАçĂСЕМ ЙЫШЛĂ

22 февраля 2014 г.

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн ку çула Культура çулталăкĕ тесе палăртнă. Отрасльте лайăххи те, туса çитерейменни те чылай. Ĕçлесен ĕçлемелĕх пур. Çỹп-çап айне путатпăр. Çырма-çатрасенче, çул хĕррисенче пластик савăтсем купаланаççĕ. Ăнлантару ĕçĕ тивĕçлипе пымасть. Çамрăксем йĕркене пăсас çул çине тăраççĕ. Каллех айăпне хамăрта шырамалла. Культура çурчĕсенче кашни кун мероприяти йĕркелесен çул такăрлатакансен йышĕ ỹсетех. Шашка-шахмат вăййине пĕлекенсем те, спорта юратакансем те, ташă-юрă маçтăрĕсем те, тĕрĕ-çĕвĕ ăстисем те сахалăн мар вĕт пирĕн хушăмăрта. "Çар службинче пулнисен, паллă çынсен, ĕçре малта пыракансен каçĕсене ирттерсен мĕн тери аван",_ терĕ пĕринче хăйĕн ыйтăвĕпе редакцине кĕрсе тухнă ĕç ветеранĕ.

Кĕнеке вулакансен шучĕ чакнине пытарма кирлĕ мар. Анчах вулавăша çынна кĕнекешĕн çеç уттармалла мар. Районти тĕп библиотекăра çапла тăваççĕ те. Виççĕмĕш хут тĕрĕ ăстин выставкине йĕркелерĕç кунта. Çавна май миçе çын пулмарĕ-ши! Алманчăри вăтам шкулта вĕренекенсем, ялсенчи ватти-вĕтти, иртен-каян кĕрсе тухрĕ.

Ку хутĕнче Кивĕ Катекри Т. Майринан хĕресле тĕрленĕ ĕçĕсене курава тăратнă. Именкассинчи Г. Маркиданова унта пуçламăш кунĕнчех çитнĕ. Тепĕр кунне вара хăйĕн кỹршине В. Григорьевана пĕрле илсе килнĕ. Сĕнỹсен кĕнекинче çырса хăварнă йĕркесенчен пĕлтĕм çакна. Патăрьелĕнчи В. Ярушкина сăмахĕсене те вуламасăр иртме çук: "Курава кĕрсен пĕр хушă чĕлхесĕр пулса лартăм. Алă ĕçĕсем пурте чĕррĕн курăнаççĕ".

Кивĕ Катекре пурăнакансем ятарласа килсе курни те кăмăллă. Çак сăлтавпах килне каяймастăн-çке. Райпора ĕçлекенсем киленчĕç выставкăпа. Çак "чире" Тамара Николаевна вăхăтĕнче сутуçăра ĕçленĕ А. Пыркинапа М. Платонова тантăшĕсене те вĕрентнĕ-çке. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ĕçлекенсем тĕлĕнчĕç алă ĕçĕсенчен.

Курава библиотека ĕçченĕсем "Алă тата чĕре маçтăрлăхĕ" ят панă. Унта 43 ĕç тăратнă. Калăпăшĕпе тĕрли пур. Тематики те анлă. Çут çанталăк илемĕ, чечексем, выльăх-чĕрлĕх, чĕр чун тĕнчи, ача-пăча юратăвĕ... куçнă пир çине. Кашнийĕнче киленĕç тупма пулать. Автор мĕне килĕштернине те палăртма май пур. Тамара Николаевна пахча ĕçне тытса пыни те, чечексене юратни те куç умĕнчех.

_ Ачаранах юратнă эпĕ тĕрĕ тĕрлеме. Пĕр вăхăт пăрахса та тăтăм. Пĕринче "Хĕресле тĕрлетĕп" журнал илтĕм. Ун хыççăн çĕнĕрен ĕçе пуçăнтăм. Хĕл каçĕ вăрăм. Мĕншĕн ăна кĕскетес мар? Халĕ хĕр те тĕрлет. Вăл та журналти конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, _ каласа парать Тамара Николаевна.

Пĕр-пĕринчен вĕренмелли пур пирĕн. Ăсталăха çынна кăтартмасăр пытарса усрамалла мар.

Курава килекенсем те нумай ыйту çĕклеççĕ. Вĕсене çак темăпа çырнă кĕнекесемпе журналсем интереслентереççĕ. Çакă хăйех библиотекарьсен халăхпа хутшăнса ĕçлессин пĕр енĕ мар-и-ха?

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика