АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чçваш Ен парçмлисен шутỹнче мар

22 февраля 2014 г.

 Раççей транспорт министрĕ Максим Соколов селектор видеоканашлăвĕ ирттерчĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Янковский тата Конкуренципе тарифсен политикин патшалăх службин ертỹçи Альбина Егорова хутшăнчĕç.

Федераци министрĕ пĕлтернĕ тăрăх _ çĕр-шыври хула çумĕнчи чукун çулсемпе пассажирсене илсе çỹрес ĕçри лару-тăру йывăр. Сăлтавĕ мĕнре-ха? Регионсем "Раççей чукун çулĕ" обществăн вырăнти предприятийĕсем пассажирсене илсе çỹресе куракан тăкака саплаштарма субсиди кирлĕ чухлĕ уйăрмаççĕ. Виçĕ субъект пĕр пус та парасшăн мар. "Малашне те кун пек пулсан хуласен çумĕнчи маршрутсен пуласлăхĕ питĕ пăшăрхантарать", _ терĕ общество гендиректорĕ Владимир Якунин.

Чăваш Ен парăмлă регионсен шутĕнче мар. Пĕлтĕр вăл хула çумĕнчи чукун çул транспорчĕн тăкакĕсене саплаштарма республика хыснинчен 52 млн тенкĕ уйăрнă, кăçал та чылай куçарасшăн. Кунсăр пуçне шкул ачисемпе студентсен билет хакĕн пĕр пайне саплаштарма Чăваш Ен бюджетĕнчен 4 млн тенке яхăн яма палăртнă.

Видеоканашлура Раççей чукун çулĕ тỹсекен тăкака саплаштарма субъектсен хыснинчен кĕмĕл уйăрас ыйтăва тĕплĕн сỹтсе яврĕç. Министр обществăпа регионсен пысăк пайĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹсене халĕччен те алă пусса çирĕплетменнине, субъектсен пассажирсене илсе çỹрекен предприятисен умĕнчи парăмĕ пысăккине палăртрĕ, ăна пĕтерме чĕнсе каларĕ.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика