22 февраля 2014 г.
Инкек тени пурнăçра куçа курăнса килмест. Унтан хамăрăн асăрханмалла, кирек мĕнле пăтăрмахран та сыхă пулмалла. Пĕр кун е икĕ кун çеç те мар, çулталăкĕпех, яланах. Чылай чухне пушарсем хамăр айăппах сиксе тухаççĕ: кăмака юсавсăр, электрооборудованипе усă курнă чухне йĕркене пăхăнман, ỹсĕрле чикарккăпа вырăн çине выртнă тата ытти те. Вут-кăварпа çыхăннă хуйхă-суйхă кирек камăн та пулма пултарать. Çавăнпа та йышлă ача çитĕнекен пысăк çемье хуçисен, пĕччен пурăнакан ватăсен, эрех-сăрапа час-часах йăпанакан шавлă ушкăнсен çак инкекрен уйрăмах асăрханмалла. Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене яланах çирĕп пăхăнмалла, çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн çеç пăрахса хăвармалла мар, хĕллехи кунсенче мунча хутнă чухне кăмакине асăрхасах тăмалла тата ытти те. Çак йĕркесене уйрăм çуртпа пурăнакансем мĕнле пăхăннине тĕрĕслес, граждансемпе тĕл пулса профилактика калаçăвĕсем ирттерес тĕллевпе пушар надзорĕн сотрудникĕсем вырăнти администраци представителĕсемпе пĕрле Нăрваш Шăхаль, Хирти Пикшик, Туçа, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсене çитрĕç,пĕрлехи рейдсем ирттерчĕç, хăш-пĕр çемьесем ячĕпе протоколсем те çырчĕç.
А. ТУКМАКОВ, пушар надзорĕн аслă инспекторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)