26 февраля 2014 г.
РАЙОНТИ ГИБДД инспекторĕ Алена Каргина редакцине пĕлтернĕ тăрăх, февральте çеç водительсемпе çуран çỹрекенсене çул-йĕр правилине хисеплеме вĕрентес тĕллевпе виçĕ тĕрлĕ операци иртнĕ: "Нетрезвый водитель", "Дети", "Автобус". Инспекторсем кашнийĕнпех йĕркене пăсакан водительсене тупса палăртнă, вуннăшĕн ячĕпе протоколсем çырма тивнĕ. Вăл шутра çул çине ỹсĕр тухнă икĕ шоферăн вара саккунпа килĕшỹллĕн çулталăк çурă хăйсен удостоверенийĕпе сыв пуллашма тата вăтăршар пин тенкĕ штраф тỹлеме тивĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)