АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей аслă çитĕнĕвĕ

26 февраля 2014 г.

 XXII Олимпиада _ хĕллехи, хĕрỹллĕ, пирĕн вăйăсем. Иксĕлми савăнăçпа çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕç вĕсем кашни çынна. 88 çĕр-шыва пĕрлештерчĕç, вырăссене американсемпе, яппуна африканпа... туслаштарчĕç.

Сочире иртнĕ XXII Олимпиада историе ĕмĕрлĕх çырăнса юлчĕ. Пирĕн спортсменсем 33 медаль çĕнсе илчĕç. Юлашки хут пирĕн çĕр-шыв çакнашкал çитĕнỹпе 20 çул каялла _ 1994 çулта Норвегири Лиллихамерти Олимп вăййисенче _ палăрнă. Ку хутĕнче пирĕн пухмачра 13 "ылтăн", 11 "кĕмĕл" тата 9 "бронза". Раççейĕн паттăр та мухтавлă ывăл-хĕрĕ ăмăртăвăн пирвайхи кунĕсенче малта пынă Норвеги (26 медаль), Канада (25), АПШ (28) тата Нидерланд (24) командисене кая хăварма пултарчĕç.

Пирĕн спортсменсене юлашки кунсенче уйрăмах ăнăçрĕ. Акă Алена Заварзина сноубордçă слалом енĕпе тупăшса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн мăшăрĕ Вик (хамăрла _ Виктор) Уайлд, вăл та сноубордçă, Раççей командин пухмачне икĕ "ылтăнпа" пуянлатрĕ. Унччен АПШ гражданинĕ пулнăскер 2011 çултанпа Мускавра пурăнать. Юн кунах Никита Крюковпа Максим Вылегжанин йĕлтĕрçĕсем спринтерсен чупăвĕнче "кĕмĕл" çĕнсе илчĕç. Эрне кунхи кăтартусем те питĕ пысăк, шорт-трек ăсти Виктор Ан 500 метрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе "ылтăна" тивĕçрĕ. Вăл тата командăри унăн юлташĕсем Владимир Григорьев, Семен Елистратов тата Руслан Захаров эстафетăра çĕнтерчĕç.

Пирĕн хĕрсем те арçынсенчен кая мар. Ольга Зайцева, Ольга Вилухина, Екатерина Шумилова тата Яна Романова биатлонçăсем эстафетăра 2010 çулхи (Ванкуверта иртнĕ Олимпиадăра вĕсем пĕрремĕш пулнă) кăтартупа савăнтараймарĕç пулин те пьедесталăн ик-кĕмĕш картлашки çине хăюллăнах хăпарчĕç. Ольга Граф, Юлия Скокова, Екатерина Лобышева конькипе чупакансем Япони хĕрĕсене парăнтарса виççĕмĕш кăтартупа палăрчĕç.

Шăмат кун Алексей Волков, Евгений Устюгов, Дмитрий Малышко тата Антон Шипулин биатлонçăсем, уйрăм ăмăртусенче палăрайманскерсем, эстафетăра пĕрремĕш тухса 30 çул ытла кĕтнĕ çĕнтерỹпе савăнтарчĕç. Олимпиадăн юлашки кунĕнче Александр Легков, Максим Вылегжанин тата Илья Черноусов 50 километрлă дистанцире мала тухса тĕлĕнтерчĕç. Олим Чемпионĕ Александр Зубков ертсе пыракан бобслейçăсен команди те паттăрлăх кăтартрĕ: пухмача вун виççĕмĕш "ылтăнпа" пуянлатрĕ. Олимп вăййисен юлашки кунĕ арçынсен уявĕпе пĕр кунра килнĕрен савăнтăмăр, спорт уявĕ вĕçленнĕшĕн кулянтăмăр.

Олимпиада пирĕнпе сыв пуллашнине систерсе упа çулăма сỹнтерчĕ, куçĕнчен куççуль тумларĕ.

А. МИХАЙЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика