АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çĕр улми _ 2014" курав _ Шупашкарта

26 февраля 2014 г.

Нарăс уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарти Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче "Çĕр улми _ 2014" курав ĕçлерĕ. Улттăмĕш хут йĕркеленĕ форум кăçал та тĕнче шайĕнче иртрĕ. Раççейĕн 17 регионĕпе пĕрле уява яланхи пекех Германи, АПШ, Голланди, Беларуç Республикин представителĕсем хутшăнчĕç. Çĕр улми туса илесси мĕн пур патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетет ку.

"Иккĕмĕш çăкăр" _ тĕп апат-çимĕçрен пĕри, ăна 130 çĕр-шывра çитĕнтереççĕ. Çĕр çинче халăх йышĕ хутшăнсах пынăран лаптăка çулсерен пысăклатаççĕ. Кашни гектар паракан тухăçпа шутласан унăн калăпăшĕ пĕрчĕллĕ культурăран 10 е ытларах та хут нумайрах. Планета халăха тăрантарайми пулас хăрушлăха сирмешкĕн ăсчахсем шăпах çĕр улмире çăлăнăç пуррине кураççĕ те.

Юлашки 16 çулта тĕнчере "иккĕмĕш çăкăр" туса илесси 275-рен 330 млн тоннăна çитнĕ. Раççей Китайпа Инди хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнать.

Курава Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ, вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. "Ял хуçалăхĕнче çĕр улми туса илесси тупăшлă отрасль шутланать, _ терĕ вăл. _ Тăрăшуллă çĕр ĕçченĕ ку чухнехи пысăк эффективлă агротехнологие пурнăçа кĕртсе продукци пахалăхне ỹстерет, яланах тупăш илет, лаптăксене çулленех хушăнтарать".

Михаил Игнатьев курав экспозицийĕпе паллашрĕ, павильонсен умĕнче чарăна-чарăна тăчĕ. Малта пыракан технологисене пурнăçа хăюллăн кĕртекенсем, ỹсен-тăрана чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен хỹтĕлекен тавар туса кăларакансем, паха вăрлăх çитĕнтерекенсем хăйсен таварĕпе паллаштаракан вырăнсене çитсе курчĕ. Михаил Васильевич çĕр улмирен кĕрекен тупăш кашни гектар çине куçарса шутласан пĕр-чĕллĕ тата пăрçа йышши, çавăн пекех ытти культурăран та пысăкраххине палăртрĕ, çавăнпа çак отрасле малашне те çине тăрсах аталантармалла терĕ.

Конференц-залра "Çĕр улмин хальхи вăхăтри пĕлтерĕшĕ тата пуласлăхĕ" ятпа ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Чăваш Ен территорийĕ пысăк мар пулин те ăна çĕр-шыври нумай регионран ытларах çитĕнтерет.

2012 çул уйрăмах ăнăçу кỹнĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче Аçтăрхан облаçĕ хыççăн эпир 2-мĕш, Раççейри регионсен хушшинче 5-мĕш вырăн йышăннă. Çулпа çул пĕр килмест теççĕ. Хресченсем кăçал çанталăк хăйсене майлă пуласса шанаççĕ. Çавăнпа халăхра анлă сарăлнă культурăн лаптăкне чакарас шухăшлă мар. Шел, вăрлăх çитменни ура хурать. Чылай хуçалăх ăна республика тулашĕнчен туянасшăн. Форум вĕсене хăнасемпе килĕшỹсем тума май пачĕ. Уява пухăннисем ăсталăх класĕсемпе "çавра сĕтелсенче" пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, çĕнĕ пĕлỹпе пуянланчĕç.

"Хыпартан"

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика