01 марта 2014 г.
ПУРНĂÇ тени яланах хурапа шурă черетленнипе йĕркеленсе пырать. Çавăнпа та тепĕр чухне инкек-синкек те сиксе тухать, хуйхă-суйхă та йăтăнса анать. Пĕрлех савăнăçĕ те йăл кулать темелле. Ун пек чухне вара тепĕр çын сана алă тăсса пани, пĕрле пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче час-часах тĕрлĕрен ыр кăмăллăх акцийĕсем иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри, ачасен ячĕпе йĕркелени йăлана та кĕчĕ. "Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе" марафона хутшăнса çулсеренех уйрăм хастарсем те, коллективсем те укçа куçарса параççĕ. Пуçаруллисенчен пĕри _ районти социаллă тивĕçтерỹ центрĕ. Соцработниксем хальхинче те ятарлă счет çине икĕ хутчен те пулăшу укçи куçарма ĕлкĕрнĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр коллективсем сăваплă ĕçрен пăрăнса та юлаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)