АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райпо уполномоченнăйĕсен пухăвĕ

01 марта 2014 г.

Февралĕн 25-мĕшĕнче райпо уполномоченнăйĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унта Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В. Павлов, район пуçлăхĕ М. Петров, Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, райадминистрацин экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Г. Иванова хутшăнчĕç.

Райпо председателĕ П. Перепелкин 2013 çулта мĕнле ĕçленипе тата кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Паян, конкуренци вăйлă аталанса пынă, лавкка хыççăн лавкка уçăлнă тапхăрта, райпо системинче вăй хуракансене çăмăл мар. Апла пулин те йывăрлăхсене çĕнтерме, халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтерме тăрăшнине палăртрĕ Петр Алексеевич. Унтан И. Степанова тĕп бухгалтер иртнĕ çулхи баланспа паллаштарчĕ.

Пухура В. Павлов та сăмах илчĕ. Вăл кăтартусене тата лайăхлатмаллине, тупăш кĕртме тĕрлĕ май шырамаллине каларĕ, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ.

Турхан, Первомайски, Сител участокĕсенчи уполномоченнăйсем А. Сымовпа В. Секретов, А. Иванов райпон Турханти филиалĕ ăнăçлă ĕçленине палăртса хăварчĕç.

Пуху райпо уставне хăш-пĕр улшăнусем кĕртрĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика