01 марта 2014 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕсем хăйсен тивĕçĕпе кашни вĕренỹ учрежденинех çитме тăрăшаççĕ. Тĕп тĕллев _ шкул ачи е садика çỹрекен шăпăрлан хура ĕç туса хурассинчен калаçусем йĕркелесси, йывăр шăпаллă ачасемпе куçа-куçăн курнăçса тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасси. Кунсăр пуçне ятарлă акцисем, уйăхлăхсем йĕркелени те çул çитменнисене куçран вĕçертме памасть. Çак кунсенче çеç акă, "Условник" операци иртрĕ.
Шел пулин те пурнăçра яланах эпир тăвас тенĕ пек пулса пымасть. Тикĕс çĕрте такăнса ỹкнĕ пекех шутламан-туман çĕртенех, пĕр сарăмсăр-мĕнсĕр преступлени туса хуракансем те тупăнаççĕ. Ун пек чухне кам айăплă? Çакнашкал лару-тăру сиксе тухсан тин сăлтавне шырани те кăлăхах пек. Айăплисем хамăрах _ аслисем. Эпир вĕсене пĕрлехи вăйпа воспитани парса çитерейменни тесе йышăнас килет. Çавăнпа та хамăр çумра, пирĕн обществăра çитĕнекен ачана пĕр е икĕ кун тăн панипе тĕрĕс çул çине тăратас çук, унпа кашни кун пĕрле пулмалла, шухăш-кăмăлне, хăтланăвĕсене йĕрлесех тăмалла.
Юлашки çулсенче пирĕн районта вун сакăр çул тултарман ачасем преступлени тăвасси чакса пырать пулин те çакă никамшăн та лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Пĕлтĕр çулталăк темĕнле йывăр иртмерĕ темелле. Мĕн пурĕ çул çитмен ачасемпе çыхăннă ултă преступление шута илнĕ. Кăтарту маларахринчен пĕр тĕслĕх сахалтарах. Аслисенни пекех, ытларах усал ĕçсем ют пурлăха вăрланипе çыхăннă. Тепĕр чухне ăна ачасем хăйсем те ăнланса тумаççĕ: кирлĕ-и çак япала вĕсене е кирлĕ те мар? Май пур чухне япалана е тавара хăйсен тăвас текен шухăш вĕсене çĕнтернĕрен çав утăма тăваççĕ. Енчен те ашшĕ-амăшĕ, учительсем е тата ытти аслă çынсем ăна ют çын япалине тытма юраманни пирки пуçа вырнаçмаллах ăнлантарнă пулсан, вăл çул çине тăмасчĕ те.
Çакна та каласа хăварас килет: преступленисен ытларах пайĕ каçхине, урамра çын çỹреме пăрахнă вăхăтра пулса иртет. Ку тĕлĕшпе те шкул ачисене каçхине вунă сехетчен çеç урамра çỹреме пултарнине вырăнсенче лайăх ăнлантармалла. Ĕç-пуç пакунлисен аллине çаклансан вара каллех никам та мар, ашшĕ-амăшĕ явап тытать.
Паянхи кун районти çул çитмен ачасен пайĕнче шутра тăракан 46 ăнăçсăр çемьере 100 ача воспитани илет. Пирĕн сотрудниксемпе çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси членĕсем, ытти яваплă органсем час-часах вĕсенче пулса пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ, май пур таран вĕсене пулăшаççĕ. Хăш-пĕр явапсăр ашшĕ-амăшне ачисене кирлĕ пек воспитани паманшăн пĕлтĕр хăйсен правинчен хăтарма та тиврĕ. Çемьешĕн, обществăшăн çакнашкал инкек ан пултăр тесен, кирек мĕнле йăнăша та вăхăтра тỹрлетмелле, ăна шалалла кайма памалла мар.
В. КУЗНЕЦОВА, райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)