05 марта 2014 г.
КУ ЧУХНЕ аслисен ĕç коллективĕсенче çеç мар, вĕренекенсем хушшинче те çулталăкри чи-чи кăтартуллă шкул ачине палăртмалли конкурс йĕркелеççĕ. Çак кунсенче пĕри Сăкăтри вăтам шкулта иртнĕ. "2014 çул вĕренекенĕ" районти тупăшăва ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуян, пур енĕпе те хастар та пултаруллă, талантлă, пысăк эрудициллĕ каччăсемпе хĕрсем хутшăннă. Вĕсен сцена çинчи пултарулăхне жюри членĕсене хак пама та çăмăл пулман. Çапах та конкурсантсен маçтăрлăхне "тараса" çине хурса виçнĕ хыççăн Сăкăт чиперкки, вун пĕрмĕш класра вĕренекен Марта Карикова пур енĕпе те ыттисенчен уйрăлса тăни палăрнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)