05 марта 2014 г.
РАЙОНТИ ГИБДД начальникĕ А. Петров редакцине пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи икĕ уйăхра, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, аварисен шучĕ икĕ хут ỹснĕ: пĕлтĕр 2 тĕслĕх пулнă, кăçал _ 4. Çакă вара водительсен çул çинчи тимлĕхне, асăрханулăхне те çавăн чухлех ỹстерме хистет.
Маларахри çулта ỹсĕр водительсен шучĕ чакнăччĕ. Ку, паллах, кăмăллă пулăм. Çапах та гаишниксем çакăнпа лăпланса лармаççĕ, мартăн 3 _ 10-мĕшĕсенче районта каллех "Ỹсĕр водитель" хушма операци йĕркелеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)