05 марта 2014 г.
Çăварни эрнин юлашки кунĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта хĕле хаваслăн ăсатса ячĕç. Çак ятпа кунта пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, Патăрьел, Тăрăн, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕ-сен ертỹçисем А. Моисеев, К. Михеев, В. Тукмаков саламларĕç.
Çăварни _ авалтан пыракан хаваслă уяв. Вăл эрнене тăсăлать. Çурхи ĕçсем пуçланиччен халăхăн та хаваслă канма кăмăлĕ пур. Кăçалхи çăварни Сочинчи Олимпиада хыççăн килчĕ. Унти çитĕнỹсем тата та савăнтарчĕç, уяв кăмăлне çĕклерĕç.
Вырсарни кун вара _ каçару ыйтмалли кун. Кỹренỹсене пурне те манма сĕнеççĕ. Аслă типĕ пуçланать-çке. Унта таса чунпа кĕрсен аван. Авал çăварние хĕвел уявĕ тесе те каланă. Мĕншĕн тесен çуркунне çут çанталăк ăшăнать, тăван тавралăх чĕрĕлет. Çавна май кашнин пичĕ çинче кулă палăрать. Уйрăмах уява ачасем хавас. Хĕле ăсатма çемйи-çемйипе тухни кăмăллă.
Тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнать районта. Çавăнпа уявăн сценарине вырăсла йĕркеленĕ. Мыскараçăсем тем те шутласа тупаççĕ. "Хĕл" яланхи хăна-ха. Тĕп сăнар вара _ "Çăварни". Вĕсем шỹтлĕ юрăсемпе халăха вăйăсене явăçтараççĕ. Юрă юрлама та, ташша тухма та хирĕçлекен çук. Вĕри икерчĕпе, кĕлентăрпа хăналакан "Çăварнипе" кашниех сăн ỹкерттересшĕн пулчĕ.
Уявра спорт ăмăртăвĕсем те чылай иртрĕç. Кам шашкăлла-шахматла, кам мини футболла вылярĕ. Пĕрлех алă вăй виçрĕç, кире пуканĕ йăтрĕç тата ытти те.
Катемпие çунтарса яни те интереслĕ пулчĕ.
Ачасем Шăнкăртамри А. Хасяновăн понийĕпе ярăнчĕç. Пĕччен, мăшăр ут кỹлнĕ лавсем çинче пыракан çăварни хĕрĕсемпе каччисем савăк юрăсем шăрантарчĕç. Тăрăн ял тăрăхĕнчи Н. Ильин, "Батыревский" пĕрлешỹри Н. Маллин, "Исток" çĕр ĕç фирминчи Г. Краснов лашисем Патăрьел ял тăрăх администрацийĕн парнисене тивĕçрĕç.
Культурăпа кану цен-трĕн автоклубĕн сцени çинче культура учрежденийĕпе ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем çăварни, вырăс хĕлĕ, çуркуннепе юрату юррисене юрларĕç. Кашнийĕ шашлăк, пылак çимĕç, соксем тутанма пултарчĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)